06 мая 2008 г.
Шăматкун, майăн 3-мĕшĕнче, район çулĕсем çинче хăрушă инкек çырăннă, каллех çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Инкек Йĕпреç–Калинино автоçулăн 21-мĕш çухрăмĕнче, «Ласточка» пĕрлешÿллĕ сад çывăхĕнче, 20 сехет хыççăн пулса иртнĕ. Вăрнар çамрăкĕ – 22-ри Б. – «Волга» çăмăл автомашинăпа пыраканскер, умри велосипедист çине кĕрсе кайнă. Велосипедпа пыракан çын пахчаран ĕçлесе таврăннă-и тен, анчах киле çитеймен. Машина айне пулнă арçын йывăр суранланнăран инкек вырăнĕнчех вилсе кайнă. Милици сотрудникĕсем вăл кам пулнине палăртассипе тимлеççĕ.