06 мая 2008 г.
Элмен Сунарта пурăнакан А.Бородкова (хăй Тутар Республикинче çуралса ÿснĕ) Вăрнар район сучĕн пĕлтĕрхи апрелĕн 4-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе пĕр çул та ултă уйăхлăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă, çак вăхăтлăхах тĕрĕслев вăхăчĕ панă.
Тÿрленме панă шанăçпа усă курман вăл, тĕрĕслев тапхăрĕнче тепĕр преступлени тунă. Каллех суд тенкелĕ çине ларнă – хальхинче те РФ Уголовлă Кодексĕн 158-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн «б» пунктĕнче палăртнă преступленишĕн.
Ют пурлăха çаратас тĕллевлĕ А.Бородков кăçалхи январĕн 17-мĕшĕнче 22 сехет тĕлнелле «Знамя» ялхуçалăх производство кооперативĕн Мăн Турханта вырнаçнă ĕне вити патне çитсе тăнă. Вите хапхисем хупă пулманни те кăмăла хăпартнă. Витене хуралçă сыхланине пăхмасăрах, каçхи вăрă шала вăрттăн кĕрсе кайнă, хура-шурă ĕнене çавăтса тухнă. Çапла майпа вăл «Знамя» ялхуçалăх производство кооперативне 15 пин ытла шар кăтартнă. Хăйĕн хура ĕçне темле вăрттăн тума хăтланнă пулин те, А.Бородков çав-çавах шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн сотрудникĕсен аллине лекнĕ.
Суд ларăвĕнче вăл туртăнса тăман – хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă, ĕçе судра тишкермесĕрех айăплава палăртма ыйтнă.
Унчченхи айăплав вăхăтне те татса пĕтерменнине кура, Вăрнар район сучĕн йышăнăвĕпе А.Бородкова пĕтĕмĕшле икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарса колони-яла янă.