Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмпех – фронтшăн,пĕтĕмпех – çĕнтерÿшĕн!

06 мая 2008 г.

Нимĕç фашисчĕсене çапса аркатса рейхстаг тăррине Çĕнтерÿ ялавĕ çакнăранпа 63 çул çитрĕ. Питĕ лайăх астăватăп фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăннă куна – 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшне.

Эпĕ, вуникĕ çулхи ача, 6-мĕш класа куçнăскер, каникул вăхăтĕнче Мăн Çавал çинче Мăн Элмен, Уйкас Юнтапа, Сăкăт, Кивçурт Мăрат çыннисемпе пĕрле шыв вăйĕпе ĕçлекен электростанци тунă çĕрте ĕçлерĕм. Юлташсем татах та пурччĕ. Атте çав кун Калининăна район активĕн канашлăвне кайнăччĕ. Çав çулсенче вăл Ярмушка ялсовет ĕçтăвкомĕн председателĕ пулса ĕçлетчĕ. Канашлура çураки ĕçне пĕтĕмлетмелле тата вырма планне пăхса тухмалла пулнă. Вăрçă тухнă хыпара пĕлсен канашлу ĕçне анлăлатнă.

Çийĕнчех ялсенче пухусем, митингсем ирттерме тытăнчĕç. Çакăн хыççăн пĕтĕм çĕршыв «Пĕтĕмпех – фронтшăн, пĕтĕмпех – çĕнтерÿшĕн» девизпа ĕçлеме пуçăнчĕ. 1941 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче радиопа Патшалăхăн Оборона Комитечĕн Председателĕ И.В.Сталин халăхсене Тăван çĕршыва хÿтĕлеме, тăшмана ним шелсĕр пĕтерме чĕнсе каларĕ. Вăл «Пирĕн ĕç – тĕрĕс ĕç, тăшмана çапса аркататпăр! Çĕнтерÿ пирĕнте пулать!» – терĕ. Çак сăмахсем яланлăхах пирĕн ăша кĕрсе юлнă, халăхсен чĕринче пулнă. Темле йывăрлăхра та халăх нимĕç фашисчĕсене çĕнтерессе, малашлăха шанса ĕçлерĕ. Тылпа фронт пĕр чăмăр пулса тăчĕ. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех Калинино районĕ пĕлтĕрхи запасран 1056 центнер патшалăха ăсатнă. Мăн Явăшри Ленин ячĕллĕ колхоз хăй патшалăха 286 центнер тырă панă. Çĕршывра оборона фондне тунă.

Мăн Явăшран Тимофей Антонов, Çăкаллă Явăшран Алексей Беляев политбоецсем пулса хăйсен ирĕкĕпе Мускава хÿтĕлеме тухса кайнă. Эпир те аттене малтанхи кунсенчех вăрçа ăсатрăмăр. Вăл фашистсемпе Ельня патĕнче çапăçса аманчĕ. Унпа пĕрле Анат Сăкăтран Миша Краснов фронтра пулнă.

Мобилизаципе Мăн Элментен 98 çын вăрçа кайрĕ, 50-шĕ таврăнаймарĕ. Мăн Явăшран 216 çын фронта кайнă, 114-шĕ çапăçу хирĕнчех пуçĕсене хунă, ытти ялсенче те çакнашкал ÿкерчĕкех.

Явăш тăрăхĕнчен хĕрарăмсенчен те вăрçăра пулнисем пур! Фекла Егоровна Алексеева, Пелагея Ивановна Горохова, Степанида Евдокимовна Трофимова, Степанида Ивановна Уткина, Агреппина Васильевна Васильева зенитчик-артиллеристсем пулнă, вĕсем Мускав тÿпине сыхланă. Иустиния Тимофеевна Никитина, Мăн Элмен хĕрĕ, связистка пулнă.

Вăй питти арçынсем пурте фронта кайнă, тылра ĕçлеме ватăсемпе çамрăк ачасем, хĕрарăмсем кăна юлнă.

Ялсенче колхоз председателĕсем пулса халăх шанса лартнă ватă çынсем ĕçленĕ. Сăмахран, Мăн Элменте ватă учитель Порфирий Васильевич, Мăн Явăшра Степан Данилович, Уйкас Явăшра Данил Казаков, Çĕньял Явăшра Афанасий Федорович колхозсене ертсе пынă. Халĕ вĕсене ырăпа кăна аса илеççĕ.

Аслă Çĕнтерÿ 63 çул тултарнă ятпа Совет Союзĕн Геройĕ Ф.И.Ашмаров ячĕпе хисепленекен Мăн Явăшри шкулăн Ĕçпе Çар Мухтавĕн музейĕнче калаçусем ирттеретпĕр. Кунта кăтартмалли чылай. Сăмахран, ку пÿлĕмре вăрçăран килеймен, тăшмана çĕнтерсе таврăннă ентешсен сăн ÿкерчĕксенчен тунă «Хĕрарăм-салтаксем», «Виçĕ вăрçă ветеранĕсем», «1941 – 1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале илме тивĕçнисем», «Тăлăх салтак арăмĕсемпе амăшĕсем», «Пирĕн районти Совет Союзĕн Геройĕсемпе Социализмла Ĕç Геройĕсем», «Сунуплява паттăрĕсем» стендсем пур. Çавнашкалах кунта витринăсенче салтаксен фронтран янă виç кĕтеслĕ çырăвĕсем, каскăсем, салтак котелокĕ, фляга, наградăсем, альбомсем пур.

Музейра пуличчен ачасене вĕсен тăванĕсенчен камсем вăрçăра пулнине ыйтса пĕлме хушатпăр, вĕсене стендри сăн ÿкерчĕксем хушшинче тупса паллама сĕнетпĕр.

Паянхи вăхăтра Виçкас Явăшра вăрçă ветеранĕсем улттăн кăна пурăнаççĕ. Мăн Явăшра – Максим Дмитриевич Дмитриев, Василий Макарович Макаров, Петр Степанович Языков, Уйкас Явăшра – Геннадий Васильевич Васильев, Çĕньял Явăшра – Николай Владимирович Владимиров, Алексей Терентьевич Терентьев. Вĕсем пурте 80 çултан иртнĕ.

Эпир те, тыл ветеранĕсем, вăрçă çулĕсенче колхоз ĕçĕнче пиçĕхнĕскерсем, нумаййăн юлмарăмăр. Хаяр тăшмана Совет халăхĕ мĕнле вăйпа çĕнтерме пултарнине эпир лайăх ăнланатпăр, пĕлетпĕр. Хамăр сывă чухне паянхи çамрăксене Аслă Отечественнăй вăрçăн тĕрĕс историне, халăхсен иксĕлми тапса тăракан вăйĕн çăлкуçне кăтартса хăвармалла.

Вăрçă çулĕсем çинчен эпĕ хамăн «Ачалăхпа вăрçă çулĕсем хĕресленчĕç» кĕнекере çырса кăтартнă. Ал айне пулсан ку кĕнекене вуласа курăр. Хăй вăхăтĕнче ăна районти кашни ял администрацин библиотекисене парнеленĕччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика