06 мая 2008 г.
Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине республикăра чаплăн паллă турĕç. Уява халалланă мероприятисем тĕп хуламăрта кăна мар, районсенче те хастар иртрĕç. Хамăр районтах, акă, вĕрентÿ учрежденийĕсем, культура организацийĕсем пĕри те пĕтĕм чăваш халăхне пĕрлештерекен уявран аякка юлмарĕç.
Районти тĕп библиотекăн ача-пăча литературин уйрăмĕн ĕçченĕсем нумаях пулмасть Вăрнарти 2-мĕш шкулти 7-мĕш «б» класра (ертÿçи – М.Ильина) тата 1-мĕш шкулти 6-мĕш «б» класра (ертÿçисем – Р.Павлова, Н.Яковлева) вĕренекенсемпе тĕл пулнă, «Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» ятпа литература каçĕ йĕркеленĕ. Библиотекарьсем шкул ачисене аслă вĕрентекенĕмĕрĕн пурнăçĕпе тата унăн сумлă ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Ачасем вĕрентÿллĕ сăвăсене, ача-пăча калавĕсене хавхаланса илемлĕ вуланă.