30 апреля 2008 г.
Чăваш аслашшĕсен çырулăхĕ Х ĕмĕрчченех пулни паллă. Ун чухнехи çыру, В.Ф.Каховский тĕпчевĕсем тăрăх, иероглиф принципĕсене тĕпе хунă. Араб çыравçи аль Багдади те пăлхарсем Китай çырăвĕпе усă курни çинчен асăнса хăварнă.
Чылай тĕпчевçĕ авалхи славянсен чĕлхине «Книга» сăмах Дунай çинчи пăлхарсен тĕрĕк чĕлхиллĕ несĕлсенчен кĕрсе юлнă тесе шутлать. Çав сăмаха пăлхарсем китайран илнĕ: китайла куен «свиток» тени пăлхар чĕлхинче кÿнĕк форма йышăнса, çырăва, çыру тĕркемне тата хута пĕлтерме пуçланă. Чăваш чĕлхинче вăл конĕ, кÿнĕ форма йышăнать. Каярах çав сăмах вырăнне арабла китеп, унтан вырăсла кĕнеке форма кĕрсе çирĕпленет. Чăваш кĕпин çанă вĕçĕ тĕрĕллĕ пулсан, ăна «коньăллă çанă» тенĕ. Çакă вăл çанă вĕçне тĕрлесе çырнине пĕлтернĕ. Ахальтен мар чăвашсем çапла каласа юрланă:
Шурă кĕпен çанни тăвăр,
Çанни çинче çыру пур.
Çав çырăва вуласан
Хамăр тăван ячĕ пур.
Чăваш аслашшĕсем руна çырăвне те аван пĕлнĕ. Çанă çырăвĕ шăпах та руна паллисемлĕ пулнă. Сăварсемпе пăлхарсем руна çырулăхĕпе VI –IX ĕмĕрсенче усă курнă пулас. Юлашки çулсенче тĕпчевсем руна палăкĕсене Кубаньпе Терек шывĕсен хутлăхĕнче чылай тупрĕç, вĕсем – пăлхарсемпе сăварсем хăварнăскерсем. Çапла вара, чăвашсен мăн аслашшĕсем руна çырулăхĕпе Çурçĕр Кавказран куçса кайичченех усă курнă. Унпа вĕсем ĕç хучĕсем çÿретнĕ, тĕрлĕ чул палăкĕсене йĕрленĕ, кăкшăм-чÿлмек эрешленĕ, кĕпе çаннисемпе аркисене асамласа çырнă. Сири хронисчĕ Захарий Митиленский (VI ĕмĕр) çырса хăварнине ĕненес пулсан, сăварсен хăйсен чĕлхипе кăларнă пĕрремĕш кĕнеке 544 çулта тухнă.
Руна çырăвĕ пăлхарсем мăсăльман пулса тăрсан та пĕтмен. Ал ĕç ăстисемпе хресченсем, турхансемпе мăрсасем унпа XIV-XV ĕмĕрсенче те анлăн усă курнă. Çав çырулăхпа XVIII ĕмĕрте те усă курни паллă.
Вырăс тĕнне кĕнĕ хыççăн чăвашсем кириллицăпа усă курма пуçлаççĕ. Чи малтанах Е.И.Рожанский чăваш «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» ĕç çырса пăрахать. Ăна В.Пуцек–Григорович епископ пулăшнипе 1769 çулта Петербургра пичетлеме май килет. Грамматика кун çути курнăран пуçласа чăвашсен çĕнĕ вăхăтри кивĕ çырулăхĕ аталанма пуçлать.
XVIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче чăвашла тĕрлĕ мухтав сăввисем (одăсем) çырасси йăлана кĕнĕ пулнă. Вĕсене, тĕпрен илсен, крешĕн шкулĕсенче е семинарисенче вĕренекенсем хайланă. Çав одăсене тата тĕрлĕ куçарусене пула чăваш литература чĕлхин нормисем çирĕпленсе пынă, куçару шкулĕсем пуçланса кайнă. Çав шкул çыннисем 1789 – 1790 çулсенче чăвашла вĕренмелли пĕрремĕш учебник та çырма пултарнă. Ăна 130 урока пайланă, унта икĕ пине яхăн чăвашла сăмах çаврăнăшĕ кĕнĕ. Авторĕсем Е.И.Рожанский ывăлĕ Г.Е.Рожанский тата унпа пĕрле вĕреннĕ Н.Русановский. Сăмах май каласан, Хапăс чиркĕвĕнче 1815–1835 çулсенче ĕçленĕ пуп – Н.Русановскин мăнукĕ. Вăл аслашшĕн ĕçĕсене пĕлнех ĕнтĕ, академин тулли курсне вĕренсе пĕтернĕ. Шел, шăпи кăна телейсĕр унăн: вăл, мăшăрĕ çĕре кĕнĕ хыççăн çамрăклах мăнастире каять.
Чăвашла пĕрремĕш кĕнеке 1800 çулта Петербургра çапăнса тухать, вăл «Кĕске катехизис» ятлă, ăна Е.И.Рожанский çырнă. Малалла чăвашла кĕнеке кăларас ĕç официаллă йĕркепех пулса пыма пуçлать. Тĕслĕхрен, 1802 çулта Чулхула кĕпĕрнинчи крешĕнсем хăйсен тĕнне каялла куçа пуçланă. Хресченсем çакна тăван чĕлхене вĕрентсе каламалли кĕнекесем çуккипе çыхăнтарнă. Синод васкавлă указ кăларать: Атăл çи халăхсен чĕлхипе катехизис çырмалла, ăна хăвăртрах пичетлесе кăлармалла. Раççейри халăхсен чĕлхипе кĕнеке кăлармалли указа çирĕплетсе, Синод пĕр япалана шута илмен: пусмăрти халăхсен чĕлхи кĕнеке чĕлхи пулса тăнă. Чиркÿçĕсем çав литература чĕлхи ерипен аталанса пырса илемлĕ литература чĕлхи пулса тăрасса шутлама та пултарайман. Чăвашла кĕнеке тухмассерен литература чĕлхи çирĕпленсех пынă. Çапла вара официаллă идеологсен наци пусмăрĕнчи халăхсен чĕлхине ирĕксĕрех йышăнма тивет.
Чăваш чĕлхин иккĕмĕш грамматики «Начертание правил чувашского языка и словарь, составленные для духовных училищ» ятпа 1836 çулта Хусанти университет типографийĕнче пичетленнĕ. Ăна пирĕн ентеш, Сăкăтра çуралса çитĕннĕ Виктор Петрович Вишневский çырса кăларнă. Вăл XIX ĕмĕрĕн 30–40-мĕш çулĕсенче чăваш культурин чи паллă ĕçченĕ пулнă. Мускаври тĕн академийĕ хыççăн Хусанти семинари библиотекин библиотекарĕнче ĕçлет, çав хушăрах педагогика ĕçне те хутшăнать, чăвашла вĕренмелли пособисем çырса хатĕрлет. 1832 çулта вăл пĕр кĕнекерех букварь («Хотла вĕренесшĕн чăваш чĕлхипе»), сăваплă истори («Кĕске святой йомахĕ») тата «Кĕске катехизис» пичетлесе кăларать. Сăваплă истори чĕлхе енчен уçăмлă: «Нойăн виçĕ ывăл порччĕ: Сим, Хам, Яфей Ятлисас. Вăлсамран шывĕ типсессĕн, халь порнакан çанталăкра çынсам сарăлчĕç. Хам картмарĕ ху ашшĕне, оншăн вара ăна ашшĕ ылханчĕ. Хамран, шывĕ типсессĕн, осал çынсам каяллах тохрĕç...»
Тексчĕ чăннипех те юмах пек вуланать. Ахальтен мар ĕнтĕ çав кĕнеке вăтăр çул ытла чăвашла вуламалли пĕртен-пĕр пособи пулнă, ачасем унти калав евĕрлĕ сюжетлă текстсене ашшĕ-амăшĕсене вуласа панă. Чăваш илемлĕ прозин малтанхи утăмĕсем çав текстсенчен пуçланнă ĕнтĕ.
В.П.Вишневский чăваш чĕлхине тĕпчес ĕçре те паллă йĕр хăварнă тенĕччĕ. 1832 çулта «Заволжский муравей» журналта унăн «О чувашском языке» ятлă пĕчĕк статйи пичетленсе тухать, çавăн чухнех «Слова, сходные в чувашском, татарском и черемисском языках» ятлă словарь йĕркелет.
В.П.Вишневский словарьне грамматика çырас ĕçе Н.Я.Бичуринран ăша хывнă, унăн идейисемпе хавхаланса, вырăс реакционерĕсемпе хăюллăн кĕрешнĕ. Унăн грамматики тухсан, ăна Хусан университечĕн профессорĕ Г.Суровцев реакционер хаяррăн тапăнать, чăвашсем çинчен çапла çырать: «Не лучше ли предать их совершенному забвению, так, чтобы они сами по себе исчезли, наконец, потерялись...» 1844–1846 çулсенче В.П.Вишневский очерк жанрĕпе ĕçлеме пуçлать, «О религиозных поверьях чуваш» ятлă очерк çырса пичетлет. Çав кĕнекене чăваш йăлисемпе мифологийĕн тата сăмахлăхĕн пĕчĕк пуххи теме май пур.
1846 çулта В.П.Вишневский чăвашла икĕ пайран тăракан ÿкĕт сăмахĕсем («Поучения о тщете чувашских суеверий») çырать. Текста 1832 çулта тухнă «Кĕске святой йомахĕ» евĕрлех йĕркеленĕ. Çав оригиналлă хайлав чăваш литературинче чăвашла çырнă очерк жанрне пуçласа яма чылай пулăшнă. Автор унта чăваш йăли-йĕркине тĕплĕн çырса кăтартать: «Сирĕнтен вара номай хальччен христианский законне тиркемеççĕ, чиркĕве кĕлле памаççĕ, поп вĕрентнине итлемеççĕ: праздник консане оямаççĕ, урасасене, типĕ консане хытă тытмаççĕ; торра чÿклеççĕ килти выльăх-чĕрлĕхпа, чиркĕве сайра хотра пыраççĕ, вăл та вăйпа хăваланă чохне; таçтан тяхунче та кăларнă осал киремете кĕртеççĕ; пит шанса порнаççĕ сояçă йомçăсене, тĕне кĕмен тотар пек, вырăс арни конь вырăнне арня конне ояççĕ, мăнконне ыррăн оямаççĕ; осал йăла пирки ĕçме тапратаççĕ, вилнĕ хорăнташсене асăнма каяççĕ, хываççĕ вăлсене икерчĕпе, хăпартупа, сăрапа та, çырмара; çавнашкал сирĕн хывни вилнисане мар, выçă вара йытăсане, кайăксане те пани полать».
Çак чăвашла текстсем чăваш литератури малтанхи вăхăтра синкретикăлла пулнине ăнлантараççĕ. Вĕсем пĕр вăхăтрах идеологипе тĕн, этнографипе чĕлхе ăслăлăхĕсен тата илемлĕ литература функцийĕсене пурнăçланă. Çапла вара В.Вишневский чăваш литература чĕлхине теори тĕлĕшĕнчен тĕпченĕ хушăрах проза жанрĕсене, вĕсен чĕлхипе стильне аталантарассишĕн чылай вăй хунă. Вырăс географи обществин членĕ пулнă май вăл чăваш йăли-йĕркипе мифологине каярах та чылай тĕпченĕ. 50-мĕш çулсенче пирĕн мухтавлă ентеш Хусанти тĕн академийĕнче чăваш чĕлхине вĕрентсе пурăнать. Сăкăт чăвашĕ 1885 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче Хусан хулинче вилнĕ. Унăн ĕçне малалла хăйĕн вĕренекенĕсем тата Н.И.Золотницкий тăсаççĕ.
Вăрнар тăрăхĕнче шкулсем XIX ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенчех уçăлма пуçланă. Чи малтан патшалăх пурлăхĕн министерствин шкулĕ Нурăсра уçăлать. Пĕр источник тăрăх вăл 1845 çулта, теприн тăрăх 1840 çулта уçăлнă теме май пур (НА ЧГИГН, от. I, ед.хр. 241. л.46). Унăн наставникĕ И.А.Долматов, кайран П.И.Добросмыслов священниксем пулнă. 1846 çулта (тепĕр источник тăрăх – 1845 çулта) Чиркÿллĕ Хапăсра ялти прихут училищи ĕçлеме пуçлать. Çав шкулта И.Г.Троицкий пуп вĕрентнĕ наставникĕ унăн мăшăрĕ (О.Михайлова) пулнă.
Кушлавăш салинче 1860 çулта харăсах виçĕ шкул уçăлнă: иккĕшĕ патшалăх пурлăх министерствин (хĕр ачасен тата арçын ачасен шкулĕсем), пĕри Л.О.Акрамовская уçнă уйрăм çын шкулĕ.