30 апреля 2008 г.
Ача аллине шăрпăк лекни – хăрушă. Вăл унăн сиенне ăнланмасть-тĕк, пысăк инкеке кĕт. Апла пулсан, арçын ачасемпе хĕрачасене вут-çулăм пурнăçра питĕ кирлĕ япала кăна мар, çав вăхăтрах тăшман та пулнине мĕн пĕчĕкрен çирĕп ăнлантармалла. Ача сачĕ, шкул çулĕсенчех пушар хăрушсăрлăх правилисем пуçа тĕплĕн хывăнса юлччăр. Инкек ан тухтăр тесен, ачасене хăйсене тĕрĕс тытма вĕрентессишĕн чи малтанах ашшĕ-амăшĕсем, воспитательсемпе педагогсем яваплă.
Ку вĕрентÿ процесне вăйă-конкурс е ытти мероприяти евĕр йĕркелесен аван. Çапла майпа хĕрачасемпе арçын ачасене пушар хăрушсăрлăх тематикипе интереслентерме çăмăлрах. Кăсăклă япала ăса та лайăх кĕрсе юлать. Çакна педагогсем те, яваплă специалистсем те ăнланаççĕ, ку меслетсемпе анлăн усă курма тăрăшаççĕ – ÿкерчĕксемпе алăпа ăсталанă япаласен конкурсĕсем, пĕлĕве тĕрĕслеме пулăшакан викторинăсем, пушар вĕрентĕвĕсем ирттереççĕ.
Нумаях пулмасть çакăн пек мероприяти Вăрнарти 1-мĕш шкулăн актовăй залĕнче иртрĕ. Ача сачĕсене çÿрекенсем, районти шкулсенче вĕренекенсем сцена çине тухса, хăйсем шутласа кăларнă агитюмахсемпе паллаштарчĕç. Мероприяти тĕллевĕсем те анлă та калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ: ачасене пушар хăрушсăрлăх правилисене те вут-çулăмран хÿтĕленмелли меслетсене аса илтересси; чрезвычайлă лару-тăрура çухалса каймасăр хăйсене тĕрĕс тытма тата пулăшу пама вĕрентесси. Кунсăр пуçне вĕсем пушар сÿнтерекенсен çăмăл мар ĕçĕпе паллашни те кайри вырăнта мар. Тен, хăшĕ-пĕри, унăн кирлĕлĕхне ăнланса, пурнăçа ку профессипе çыхăнтарĕ; Пĕчĕк шăпăрлансемпе шкулта вĕренекенсен пултарулăхне аталантарма, ăсталăха кăтартма та май пулчĕ.
Конкурса йĕркелекенсем: ВДПО-н Вăрнарти уйрăмĕ, 27-мĕш пушар чаçĕ, патшалăх пушар асăрхăвĕн районти уйрăмĕ, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ. Вĕсен представителĕсемех жюри комиссийĕн ĕçне йĕркелесе пычĕç. Жюри агитюмахсене тĕрлĕ критерисемпе – театралăха, пултарулăха мĕнле кăтартнине, темăна туллин çутатнине, куракансене епле кăсăклантарнине тата тум-тир хăйнеевĕрлĕхне кура – хакларĕç.
Сцена çине малтанах кĕçĕн ÿсĕмрисем тухрĕç. Çухалса каймарĕç шăпăрлансем. Пĕрисем, ав, вăрмана пушар мĕнле сиен кÿнине каласа пачĕç, теприсем пушарнăйсен йывăр ĕçне мухтарĕç, виççĕмĕшсем «Кушак çурчĕ» юмаха çĕнĕлле лартрĕç. Пĕринчен тепри маттуртарах пулин те, çĕнтерÿçĕ пĕрре. Жюри йышăнăвĕпе пĕрремĕш вырăна Вăрнарти 5-мĕш «Рябинка» ача сачĕн ушкăнĕ тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта – 3-мĕш «Ромашка» ача садне çÿрекенсем, виççĕмĕшĕнче – Вăрманкасри «Петушок» ача сачĕн ушкăнĕ. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе тата дипломсемпе чысларĕç. Апла пулин те çак кун никам та парнесĕр юлмарĕ – пĕчĕк шăпăрлансене кашнинех пылак кучченеçпе савăнтарчĕç.
Агитюмахсен конкурсĕн иккĕмĕш пайне районти шкулсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Пĕтĕмпе 14 ушкăн. Ку ÿсĕмри çĕнтерÿçĕсем: Вăрнарти 1-мĕш, Пăртасри, Санарпуçĕнчи вăтам шкулсем. Аçăмçырмисен «Виçĕ сысна çури» агитюмахне те уйрăмах пысăк хак пачĕç, Кĕçĕн Кипек, Санарпуç, Малти Ишек шкулĕсен ушкăнĕсем хăйнеевĕрлĕ тум-тирпе тĕлĕнтерчĕç.