30 апреля 2008 г.
Хăвăрт утассипе Тĕнче кубокне ирттерес чыса Раççей пирвайхи хут çĕнсе илчĕ. Шупашкара вара турнира хутшăнакан пĕрлешÿллĕ командăсем килме те тытăннă ĕнтĕ. ЧР физкультурăпа спорт министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш ене пĕрремĕш çак кунсенче Колумбин пĕрлештернĕ наци команди килсе çитнĕ. Ун йышĕнче çĕршыври паллă та вăйлă ултă атлет.
Колумбиецсем тренировкăсене пуçăннă ĕнтĕ, ăмăрту трассипе паллашнă.
Палăртса хăвармалла, малтанхи заявкăсем тăрăх, Шупашкарта иртекен XXIII Тĕнче кубокне 60 ытла çĕршыв хутшăнмалла.
Чăваш ен спорт министерствинче тата çăмăл атлетсен Пĕтĕм Раççейри федерацийĕнче массăллă тата пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва хатĕрленсе ирттерессипе селекторлă канашлу иртнĕ. Уйрăммăн илсен, калаçу унта ют çĕршыв командисемпе официаллă делегацисене кĕтсе илесси тавра пынă.
Палăртнă тăрăх, хăнасен ытларах пайĕ Шупашкара Мускав урлă килмелле. Чăрмавсем пуласран «АэрофлотПлюс» авиакомпанипе ТУ-154 самолетсемпе икĕ чартрлă рейс йĕркелесси пирки килĕшÿ тунă. Анчах та ку рейссем те çителĕксĕр пулма пултараççĕ. Делегацисем чукун çул транспорчĕпе те çитĕç. Теприсем Хусан тата Чулхула аэропорчĕсенчен вĕçсе килессине кура тата икĕ хушма авиарейс уçмалли пирки калаçнă. Йĕркелÿçĕсем пĕр спортсмен та «борт» хыçĕнче юлмассине палăртаççĕ. Вĕсем çавăн пекех делегацисемпе командăсене хăна çурчĕсене вырнаçтарас, судья коллегийĕн ĕçне йĕркелес, допинг-тĕрĕслев службисемпе тата МИХ çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.