30 апреля 2008 г.
Çак кунсенче Калининăри вăтам шкулта Валери Туркай пултарулăхне кăмăллакансем литература каçне пуçтарăнчĕç. Унта Аня Ананьевапа Максим Репин ертсе пынипе поэтăн тĕрлĕ вăхăтра çырнă сăввисем янăрарĕç, Наташа Васильева ун сăмахĕсемпе çырнă «Пĕчĕккĕ пуласчĕ» юрра шăрантарчĕ. Уява 4-мĕш класра вĕренекенсем (ертÿçисем – А.Д.Малова, Г.П.Блинова) хăйсен чăваш ташшипе илемлетрĕç. Шупашкартан ятарласа вăхăт тупса килнĕ хăна ачасен пултарулăхне пысăк хак пачĕ, хăйĕн сăввисене вуларĕ, анчах «çуралнă» «Чăваш хĕрĕ Униççе» кĕнекепе паллаштарчĕ.
Савăнăçлă каçăн иккĕмĕш пайĕнче ачасемпе поэт хушшинче туслă калаçу пулса иртрĕ. Ачасем В.Туркайăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе кăсăкланчĕç, поэта кăмăла кайнă ыйтусемшĕн парне-кĕнеке илчĕç. Çакăн пек тĕл пулусем ачасен чун-чĕрине пуянлатĕç, чăваш литературине юратас туртăма вăйлатĕç.