26 апреля 2008 г.
Çуркунне – çутçанталăкăн чи илемлĕ вăхăчĕ. Хĕвелĕ пăхать, кайăксем юрлаççĕ, чунра çĕкленÿллĕ туйăм çуралать. Анчах унта та кунта сапаланса выртакан пластик бутылкăсем, эрех-сăра кĕленчисем, полиэтилен хутаçсем, канфет-шоколад хучĕсем кăмăла хуçаççĕ. Юр ирĕлсе пĕтнĕ май пĕтĕм тасамарлăх, çÿп-çап куç умне тухрĕ.
Халĕ хăш-пĕр ялта икшер-виçшер лавкка пур. Шел, вĕсен умĕнче те çÿп-çап пăрахмалли ещĕксем, урнăсем çук. Тавар туянма çÿрекенсем сăрапа пылак шыв кĕленчисене, канфет-шоколад хучĕсене çакăнтах пăрахса хăвараççĕ.
Пурте сутасшăн кăна. Анчах пушă кĕленче-савăта йышăнакансем çукпа пĕрех. Чăн та, сăра-эрех кĕленчисене илеççĕ, шел, 10–60 пусшăнах нумайăшĕ пĕшкĕнесшĕн мар.
Ял хушшинче кăна мар, вăрман уçланкинче те, масар айккинче те, çул хĕрринче те темĕн чухлĕ çÿп-çап, ăпăр-тапăр. Вĕсене хамăрах кайса тăкатпăр мар-и; Субботниксем ирттернипе кăна вĕсене пуçтарса пĕтерме йывăртарах.
Манăн кашнинех чĕререн чĕнсе калас килет: атьăр, хамăр хыççăн яланах пуçтарар, хамăр таврари çутçанталăка упрар, унăн илемлĕхĕпе киленсе пурăнар. Ачасене те мĕн пĕчĕкрен тасалăха вĕрентсе ÿстересчĕ, вĕсемшĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче пуласчĕ.