26 апреля 2008 г.
И.Яковлева тата Чĕмпĕр шкулне асăнса çак кунсенче республикăра чылай мероприяти иртрĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарта «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль пулчĕ. Пирĕн районти шкул ачисем те хастар хутшăнчĕç унта. Санарпуç шкулĕнчи 7-мĕш класра вĕренекен Александр Михайлов тĕпчев ĕçĕпе мультимедийлă презентаци хатĕрлесе конкурсра çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Комисси унăн ĕçне пысăк хак пачĕ, çывăх вăхăтра Саша «Орленок» лагере канма кайĕ.
Тĕпчев ĕçĕнче Саша Чĕмпĕр шкулĕнче тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ панине кăтартма тăрăшнă. Çавăн пекех Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕ, каярах Чĕмпĕр шкулĕнче вĕреннĕ ентешсем çинчен каласа кăтартнă.
Яковлев шкулĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Чăваш шкулăн ĕçĕ чăваш чĕлхине, чăвашлăха упраса хăварас тĕлĕшпе, культурине аталантарас ĕçре пысăк вырăн йышăнса тăрать. Çак ĕçре Вăрнар районĕнчен вĕренсе тухнă çынсен тÿпи те пур.
Чĕмпĕр шкулĕнче 28 ентеш (е ытларах та) вĕреннĕ, вĕсенчен 4 хĕр ача. Ытларах Утар, Сăкăт, Мăн Явăш, Хапăс ялĕсенчен, Мăн Элментен. Паллăраххисем: Горский Семен Петрович – Вăрман Кипекрен, Петров (Тинехпи) Михаил Петрович – Мăн Элментен, Михайлов Ананий Михайлович (Элтиван) – Мăн Явăшран, сăвăç, этнограф; Орлов Петр Иванович – Уравăшран, поэт, фольклорист.
Ентешсенчен ытларахăшĕ хăйсен пурнăçне шкул ĕçĕпе çыхăнтарнă. Вĕрентекенсем шкул ĕçĕсĕр пуçне чăваш халăх историне, фольклорне тĕпченĕ. Революци, политика витĕмне пула чылайăшĕн кун-çулĕ, репрессипе çыхăннă, тĕрмере ларнисем те нумай.
Сашăна ĕçе йĕркелесе çырма пулăшаканĕ – Санарпуç шкулĕн воспитани енĕпе ĕçлекен директорăн çумĕ В.А.Александрова.