26 апреля 2008 г.
Хăвăрт утассипе XXIII Тĕнче кубокĕ Чăваш еншĕн кăçалхи çул чи пĕлтерĕшлĕ пулăм пулĕ. Ку ĕçре информаципе коммуникаци технологийĕсем те паллă вырăн йышăнмалла.
Иртнĕ эрнере «МегаФон» компанипе Тĕнче кубокне ирттерекен Фонд пĕрлехи пресс-конференци йĕркеленĕ. Мобильлĕ çыхăну компанийĕн республикăри комитечĕн председателĕ Сергей Захаров ăмăрту вăхăтĕнче лимитсăр çыхăнупа тивĕçтерессине палăртнăĕ Компани VIP-персона валли 20 телефон, çăмăл атлетикăн Пĕтĕм тĕнчери, Раççейри тата республикăри федерацисен представителĕсем валли 200 sim-карта уйăрассине палăртнă.
Тĕнче ăмăртăвне транспортниксем те хатĕрленеççĕĕ Апрелĕн 22-мĕшĕнче акă автобуссене тĕрĕсленĕ.
Тĕрĕслев витĕр хăнасене тата Кубока хутшăнакансене спорт объекчĕсене турттарма палăртнă 30 «Форд»Ĕ 24 «Богдан» тата 10 иномарка тухнă. Автобус маршручĕсен графикĕ те хатĕр.