26 апреля 2008 г.
2008–2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе йышăннă патшалăх программи «АПК аталанăвĕ» наци проектне малалла тăсать. Иртнĕ çулсенчи пекех пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх отрасльне хăвăрттăн аталантарасси тĕп вырăнта тăрать. Çавна май аш-пăш, сĕт туса илесси ÿссех пырать.
Фермăра вăй хуракансен ĕçĕ курăмлă. Акă пĕлтĕр çак тапхăрта мăйракаллă шултра выльăхсен тата сыснасен талăкри ÿт хушаслăхĕ вăтамран 472 тата 371 грамм пулнă. Кăçал кăтартусем пысăкрах: 502 тата 386 грамм.
Кăçалхи виçĕ уйăхра хуçалăхсенчи 949 пуç ĕнепе пушмак пăрăва, 870 пуç сыснана чуптарнă. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 297 тата 139 пуç ытларах.