Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МАЛАШЛĂХА СТРАТЕГИ МАР,ÇЫН ПАЛĂРТАТЬ

26 апреля 2008 г.

... Çавал Атăла пуянлатнă пекех республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине тĕреклетес ĕçре вăрнарсем хывакан тÿпе пысăк. Юлашки çулсенче вĕсем халăх хуçалăхĕн пур отраслĕнче те палăрăмлă çитĕнÿсем туни куç кĕретех. Халиччен мĕн тунипе нихăçан та çырлахса ларман кунти çынсем, хăйсен ÿсĕмне çирĕплетсе пырса, çĕнĕрен те çĕнĕ тĕллевсемшĕн сулмаклă кĕрешÿ сарса ярассине кирек хăçан та тĕп вырăна хунă вĕсем. Кăтартусем чăннипех те савăнтараççĕ. «2020 çул тĕлне пирĕн мĕн пур ÿсĕм-çитĕнÿ шайĕ паянхинчен 2,5 хут пысăкрах пулма кирлĕ», – терĕ хăйĕн докладĕнче район пуçлăхĕ А.И.Кузьмин район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвне хутшăннисене районăн çав тапхăрччен аталантармалли Стратегийĕпе тĕплĕн паллаштарнă май. Асăннă ыйтăва сÿтсе явма Чăваш ен Президенчĕ Н.В.Федоров хутшăнни вара çак лару пĕлтерĕшне палăрмаллах ÿстерчĕ. Вăрнарсем ытти районсенчен маларах Стратеги планне хатĕрленĕ, унта хăйсен тăрăхĕ тепĕр 12 çултан мĕнлерех «курăнассине» паянхи ĕç-хĕл никĕсĕ çинче çирĕплетсе пама тăрăшнă. Авторсен ушкăнĕ çырнă проекта хак парса йышăнаканĕ, каларăмăр ĕнтĕ, Николай Васильевич пулчĕ. Вăл, Раççей Федерацийĕнче никамран малтан республика шайĕпе çавăн пек малашлăх программине çул панăскер, кунашкал документра мĕнлерех ыйтусем тĕп вырăнта пулмаллине, вĕсене пурнăçа кĕртсе пырас ĕçре мĕн çине таянмаллине лайăх пĕлет. Район пуçлăхĕ те, ун хыççăн тухса калаçнă депутатсемпе ытти çынсем те республика ертÿçи кун пирки хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтерессе тÿсĕмсĕррĕн кĕтрĕç. Президент ытти чухне вăрнарсене яланах ырлатчĕ, ку хутĕнче те калаçăва çавăн пек сулăм парать пуль-ха тесе шухăшланăччĕ. Мана кăна мар, ларăва килнĕ çынсен ытларах пайне çак туйăмах иленнĕччĕ ĕнтĕ. «Сÿтсе явма тăратнă документа хальлĕхе йышăнма май çук, – сăмахне тÿрех çавăнтан пуçларĕ Николай Васильевич. – Ку ĕçе проект авторĕсем пахалăхсăр, хавхаланусăр тунă, ăна хатĕрленĕ чухне муниципалитет пĕрлĕхĕн экономикипе социаллă тытăмĕн уйрăмлăхĕсене тарăннăн тишкерсе шута хуман, çавăнпа та Стратегире аталанăвăн тĕп енĕсене тĕрĕс палăртакан никĕс çук».

Депутатсен умне кăлариччен районшăн пĕлтерĕшлĕ шутланакан документа халăхпа сÿтсе явассине йĕркелемелле пулнă та, анчах яваплă çынсем çакна пурнăçлама вăхăт тупайман-ши е манса кайнă-ши, ăна тÿрех район пухăвĕнче йышăнса çирĕплетес тенĕ. Ĕç çыннисен шухăш-сĕнĕвне тĕпе хумасăр тăвакан кирек мĕнле утăм та ăнăçлă пулса тухасса шанма йывăр. Малашлăха хывăнакан çула каякансен вара пушшех тимлĕ те анлă тавра курăмлă, ума тухса тăма пултаракан йывăрлăх-чăрмавсене хăюллăн çĕнтерсе пыракан çынсем пулмалли çинчен тепĕр хут ас тутарчĕ Президент. Халăх ăсĕпе пурăнакан нихăçан та хур курман, тенĕ ваттисем. Темшĕн-çке районăн чылай çуллăха тăвакан аталану программине хатĕрлекенĕсем çак каларăша ăша хывман. Васкарах, хыпăнарах тунă ĕç килĕшÿллĕ пулса тухманнине вĕсем хăйсем те лайăх ăнланнă курăнать. Тен, çавăнпах ăна район администрацийĕн сайтне вырнаçтарман. Николай Васильевич самаях хулăн документа эксперт-тĕпчевçĕ куçĕпе тишкернĕ май залра ларакансене унти чылай çитменлĕх-кăлтăка илсе кăтартрĕ. Стратегире нумай çĕрте районăн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетекен цифрăсем çуккишĕн, яллă районăн экономика кăтартăвĕсене Чăваш Ен хулисеннипе (яллă районсеннипе мар!) танлаштарнăшăн, промышленноç тытăмĕнче çĕнĕ производствăсене çул парассине хакламаншăн тивĕçлипе критиклерĕ вăл района ертсе пыракансене. Хальлĕхе районăн тупăшне ÿстерме пулăшакан предприятисенчен пĕри вăл – Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн филиалĕ «Август» АХО. Вăл вырăнти промышленность кăларакан продукцин 80 процентне парать. 2020 çулта унăн производство хăвачĕсем татах та ÿсмелле. Куншăн савăнмалла кăна пек. Анчах та Президент экономист куçĕпе пăхса çакăн пек лару-тăру шанчăклă маррине палăртрĕ. «Пĕр предприяти çине кăна тиемелле мар, промышленность шайлашуллă та килĕшÿллĕ аталанса пытăр тесен ыттисене те çав шая çитермелле», – çапларах пулчĕ унăн шухăшĕ.

Районта аграри тытăмĕ начар аталанса пырать теме çук. Анчах кунта та пурне татса панă тесе калама иртерех. Хуçалăхсемпе кооперативсем, фермерсемпе килсенче хушма хуçалăх тытакансем патшалăх паракан пулăшупа çителĕксĕр усă курни, çак ĕçе лайăхлатас тĕлĕшпе палăртакан мерăсем малашлăх программинче кирлĕ пек вырăн тупайманни те пăшăрхантарать Президента. «Мĕншĕн-ха уйрăм хушма хуçалăхсем пĕрлешĕнсе ял хуçалăх кооперативĕсем тăвассинчен пăрăнаççĕ; – çивĕч ыйту лартрĕ Вăрнарсен умне Николай Васильевич. – Çакна пурнăçласан çăмăллăх кредитсем илессине татăклăнах ÿстерме майсем уçăлĕччĕç».

Сăмах та çук, вак бизнеса малалла аталантарасси те – паянхи кун йĕркинчи тĕп ыйту. Ытти çĕрти пекех Вăрнар районĕнче те пĕчĕк предприятисен ÿсĕмĕ палăрсах каймасть, производствăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче вăл иртнĕ çулта пĕтĕмпе те 4,7 процентпа кăна танлашнă. Сахал, ытла та сахал ку! «Пĕчĕк предпринимательлĕхе малалла аталантармаллах, – сĕнчĕ республика ертÿçи. – Ку енĕпе туса хатĕрленĕ бизнес-проектсем çукран эпир патшалăх уйăракан миллион-миллион тенкĕ укçана ĕçе кĕртейместпĕр».

ЧР Президенчĕ хăйĕн сăмахĕнче демографи ыйтăвĕ çивĕчленсе çитни çинче чарăнса тăчĕ, Вăрнар районĕн социаллă-экономика аталанăвĕн 2020 çулчченхи тапхăр валли тăвакан Стратегийĕнче экономика ыйтăвĕсемпе пĕрлех ÿсекен çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре аслисен мухтавлă традицийĕсене, çынлăхпа чыслăха, кăмăл-туйăмăн лайăх пахалăхĕсене тĕпе хурса тăрăшмашкăн чĕнсе каларĕ.

Район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче пулнисем (унта ял тăрăхĕсен депутачĕсем те хутшăнчĕç) Президентăн чунран тухнă сăмахне ăша хывса йышăнасса шанас килет. Хăйсен ĕç коллективĕсенче, ял çыннисемпе ирттерекен тĕл пулусенче вĕсем район пурнăçĕшĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланакан документа халăха ăнлантарса парассине чи таса тивĕç вырăнне хурĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика