26 апреля 2008 г.
Пĕр-пĕрне пулăшни пуриншĕн те аван. Уйрăмах ватă çынсем çакăншăн мĕнлерех савăнаççĕ.
Канмалли кунсенче эпĕ асаннепе асатте патне çул тытатăп. Ватă çынсене пĕшкĕнсе урай сĕрме кансĕр, ку вĕсемшĕн пысăк ĕç вырăнĕнче. Асанне манпа мухтанать, пĕчĕклех тирпейлĕхе хăнăхса пыратăн тет.
Эпĕ юратнă аннене те пулăшма манмастăп. Нимĕнле ĕçе те тиркесе тăмастăп, тытатăп та тăватăп. Килте хĕрачасенчен асли пулнă май ĕçĕ те тупăнсах пырать. Анне тирпейлĕхе вĕрентет, пулăшать.
Вăй пур, май пур чух пулăшасчĕ пĕр-пĕрне. Ĕçленĕшĕн нихăçан та вăй пĕтмест, сывлăх çеç çирĕпленет.