26 апреля 2008 г.
Нумаях пулмасть шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем Аçăмçырминчи тата Вăрнарти 1-мĕш шкулсене савăнăçлă миссипе – учительсемпе вĕренекенсене грамотăсемпе чыслас тĕллевпе – килсе çитнĕ.
Вĕсене шкул ачисемпе вĕрентекенсем ГИБДД управленийĕ пĕлтĕрхи ноябрьте ирттернĕ «Çуран çÿрекен – водитель – тус» республика конкурсĕнче малти вырăнсене йышăнса тивĕçнĕ.
Районти учительсем хушшинче çĕнтерÿçĕсен йышĕнче – Аçăмçырминчи Полина Хрисановна Яковлева тата Вăрнарти 1-мĕш шкулти Елена Александровна Гнилушина.
Ачасем те аслисенчен кая мар пĕлÿ кăтартнă, малти вырăнсене тухнă. Вĕсем – Вăрнарти 1-мĕш шкулти 3-мĕш «б» класра вĕренекенсем Ирина Арсентьева, Сергей Воробьев, Олег Федоров (класс ертÿçи – Нина Васильевна Бурмистрова). 2-мĕш «б» класра пĕлÿ пухакан Виктория Козлова вара (класс ертÿçи – Лилия Михайловна Степанова) тÿрех икĕ номинацире призер пулса тăнă, ЧР Шалти ĕçсен министерствин ГИБДД управленийĕн пуçлăхĕ алă пуснă икĕ грамотăна илме тивĕçнĕ. Ку шкулти 3-мĕш «б» тата 2-мĕш «б» класс ертÿçисем ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентессине тата çул çинче хăйсене мĕнле тытмаллине ăнлантарассине, ку тĕлĕшпе ачасен пĕлĕвне ÿстерессине пысăк тÿпе хывнине уйрăммăнах палăртса хăварас килет.