23 апреля 2008 г.
Çĕнтерÿ кунĕ çывхарса килнĕ май, Совет Союзĕн Геройĕ Ф.Ашмаров ячĕпе хисепленекен Мăн Явăшри вăтам шкулти Ĕçпе Çар мухтавĕн музейне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă экспонатсем хушăнсах тăраççĕ. Вĕсем хĕрÿ çапăçăва хутшăннă ентешсен кун-çулĕпе тĕплĕн паллашма пулăшаççĕ. Сăмахран, музее Мускавра пурăнакан запасри подполковник Геннадий Викторов «Сыны Отечества: воспоминания и размышления» ятлă кĕнекине ярса панă. Вĕренекенсем, иртнĕ вăрçа хутшăннă паттăрсен çĕнтерĕвĕсемпе паллашнă май, кĕнеке авторне чĕререн тав тунă.
Музей директорĕ В.Толстов хыпарланă тăрăх, халĕ Ĕçпе Çар мухтавĕн музейĕнче вăрçă темипе çыхăннă экспонатсен шучĕ икĕ пинтен те иртет. Вĕсем çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани пама пысăк пулăшу кÿреççĕ.