23 апреля 2008 г.
Мăн Явăшри çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем 2008 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтарассипе куллен ĕçлеççĕ. Вĕсен тепĕр ырă пуçарăвне те асăнмасăр хăвараймăн: кашни çемьенех район хаçачĕпе çывăх туслаштарасшăн, ăна яланлăхах çырăнтарса илтересшăн. Ырă юхăма хутшăнакансенчен пĕри вăл – Марианна Анатольевна Ястребова почтальонка.
Ăна Уйкас Явăшра кашни çемье хаклă хăна пек ăшшăн та тараватлăн кĕтсе илет. Ырă, йăваш, сăпайлă чăваш хĕрарăмĕ вăл.
Иртен пуçласа каçчен миçе киле кĕрсе тухмасть пулĕ; Пĕрне пенси укçипе, теприне аякри тăванĕ ярса панă кучченеç-посылкипе, виççĕмĕшне салтакри ывăлĕн çырăвĕпе савăнтарать. Унăн ĕçĕ çавнашкал: телей, савăнăç валеçмелле.
Почтальонка ĕçне, пĕлтерĕшне хăшĕ-пĕри, тен, çиелтен пăхса хаклама та пĕлеймĕ. Анчах çăмăл мар вăл унăн. Кашни çемьен, кашни çыннăн кулленхи пурнăçĕ ун ĕçĕпе тачă çыхăннă. Акă мĕншĕн Марианна Анатольевнăн йывăр ĕçне ял-йыш хисеплет, чĕри патне илет. Кашни уйăхрах вăрçă тата ĕç ветеранĕсене, инвалидсене пенси укçине валеçсе парать, килсерен хаçатсемпе журналсем, çырусемпе посылкăсем салатса тухать вăл.
Кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăрта та М.Ястребова почтальонка ăнăçлă, кăтартуллă тимлет. Çынсемпе тĕл пулса калаçать, мĕнле издание кăмăлланипе кăсăкланать, ăна çырăнса илме пулăшать.
Уйкас Явăш ялне пурĕ 145 экземпляр тĕрлĕ йышши издани килсе тăрать. Хăш-пĕр çемьесем икшер-виçшер хаçат-журнал çырăнса илеççĕ. Акă, сăмахран, Алевтина Веняминовна, Зоя Арсентьева, Николай Ильин вырăнти, республикăри, центрти хаçат-журналсене илсе тăраççĕ.
Район хаçатне кашни çулах çырăнакансенчен пĕри вăл – Анна Никандрова. «Çĕнтерÿ çулне» кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн чи малтан çырăнчĕ вăл. Квитанцие алла илнĕ май çапла пĕлтерчĕ:
– Манăн чи юратнă хаçатсенчен пĕри – район пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштарса тăракан «Çĕнтерÿ çулĕ». Ăна пĕрремĕш страницăран пуçласа вĕçне çитичченех вуласа тухмасăр алран пăрахмастăп. Вунă çул ытла çырăнса тăратăп ăна. Сире те унпа çывăх туслашма, сĕнетĕп, – тĕрĕ вăл.
Ялта çакăн пек хаçат тусĕсем пурри почтальонкăн ырми-канми ĕçне çутатса парать. Ĕçченлĕх, çирĕплĕх, чăтăмлăх – акă унăн ÿсĕмĕнчи лайăх енсем. Йывăрлăхĕ те тем чухлех, пуç çĕмĕрмелли ыйтусем те сахал мар. Çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем район хаçатне ытларах сарас тĕлĕшпе сăмах пуçарнăччĕ. Марианна Анатольевна чăтаймарĕ:
– Ĕçтешĕмĕрсем, эпир те «Çĕнтерÿ çулне» кашни кил илсе тăтăр тесе районти çыхăну уйрăмĕсем хушшинчи конкурса хутшăнса пăхар. Тен, пĕр-пĕр парнене тивĕçĕпĕр. Ман шутпа чи лайăххи – ял-йыш район хыпарĕсемпе пĕлтерĕвĕсене вăхăтра пĕлсе тăни. Эсир мĕн шутлатăр, тусăмсем; – сĕнчĕ çĕнĕ пуçарăва чĕртес ĕмĕтлĕ почтальонка. Мăн Явăшпа Çăкаллă Явăшри почтальонкăсем Валентина Сармовапа Валентина Максимова унпа килĕшрĕç.
Сăмах май, çакна палăртса хăварни вырăнлă: В.Сармовапа В.Максимова почтальонкăсем те хаçат-журнал çырăнтарассипе тимлĕ ĕçлеççĕ.
Çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Светлана Александровна Аршуткина çапла пĕлтерчĕ:
– Эпир кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтарассине иртнĕ шайран чакармăпăр. Уйрăмах район хаçатне сарассипе ытларах ĕçлĕпĕр.