Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПЛАНЕРКА ИРТНĔ

23 апреля 2008 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров правительство членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев республикăри уй-хирти çурхи ĕçсем мĕнле пынине пĕлтернĕ. Паянхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 56780 гектар акнă, çакă палăртнин 34 проценчĕ. Танлаштарма: пĕлтĕр çак тапхăрта çанталăк условийĕсем япăх пулнипе 3000 гектар çеç акнă. Палăртнин 50 процентĕнчен ытла акнă районсем – Комсомольски, Вăрнар, Патăрьел, Пăрачкав, Елчĕк районĕсем. Юлса пыракансен шутĕнче – Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар тата Куславкка районĕсенчи хуçалăхсем. Республикăри 42 хуçалăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ. Министр пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пĕлтĕрхинчен 1500 гектар куккурус, 8110 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем, 1150 гектар рапс ытларах акмалла.

Канашлура çавăн пекех Чăваш ен Раççейри пилот регионсенчен пĕри пулса тăнине палăртнă, кунта Россельхозбанк туса хатĕрленĕ «ял çыннин пластик карточки» ĕçлеме пуçлĕ. Вăл пулăшнипе, уйрăммăн илсен, ялта пурăнакансем коммуналлă тÿлевсем хывма, субсидисем илме пултарĕç. Халĕ Чăваш Республикин Çыхăнупа информатизаци патшалăх комитечĕ тата банк малашлăхлă проекта республика территорийĕсенче пурнăçа кĕртес енĕпе пĕрле активлă ĕçлеççĕ.

Николай Федоров организацисен, предприятисен тата учрежденисен хăйсен территорийĕсенче тата çывăхри вырăнта пĕрмаях тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тăрăшмаллине уйрăммăн аса илтернĕ. «Ку вăл кашниншĕн культура норми, унăн професси ĕç-хĕлне хакламалли критери пулма тивĕçлĕ. Çавăнпа та экологи субботникĕсене пĕрмаях, çулталăк тăршшĕпех ирттермелле», – тенĕ Президент.

Канашлăва хутшăннисем çавăн пекех республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ытти çивĕч ыйтăвне те сÿтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика