16 апреля 2008 г.
«Ку кĕнекине ытла хурлăхлă вĕçленĕ», – терĕ мана Геннадий Григорьевича лайăх пĕлекен Татьяна Павловна Ефимова, Калининăри вăтам шкул директорĕ. Краснов çырнисене вăл йĕркипех вуласа пырать-мĕн. «Çирĕп кăмăллă оптимист хăйĕн сăмахне чун-чĕри витĕр кăларнă. Пурнăçа тĕрĕс куçпа виçсе хаклама пĕлет...» – калаçăва çапла çырлахтартăмăр.
Куна, «Юлташсене ятпа чĕнеççĕ» ятлине, автобиографилле трилогин виççĕмĕш пайĕ тесе палăртнă. Ăна пĕтĕмĕшле Исак Федорович Кошкин кун-çулне халалланă. 1975–1984 çулсене сăнланă. Пĕтĕмпех автор пурнăçĕпе çыхăннăран, «Правда» колхоз ĕçĕ-хĕлĕ унчченхисенче те курăнатчĕ («Халь ăçта-ши кайăкăм;», «Иртнĕ кун çути». 1948–1974 ç.ç.).
Район летопиçĕн çÿпçине интереслĕ тепĕр хайлав хывăнчĕ. Кĕнеке калăпласси – асаплă та тăкаклă чăрмав. Г.Г.Краснов ăна виççĕмĕш хут пархатарлăн çĕнтернĕ. Пĕр хуçалăх сăнарĕ урлă канăçсăр самана ахрăмĕ хăлхаран çапнăн илтĕнсе тăрать. Ĕнтĕ ахăрсамана ывăлĕ-хĕрĕ те çирĕме çитрĕ. Пĕлччĕр: Вăрнар тăрăхĕнче çавнашкал çынсем те пулнă иккен. Вăрçă паттăрĕсем мĕне кура ĕç паттăрĕсем пулса тăнă; Яла хăвăртах ура çине çĕклеме вĕсем еплерех вăй-хăватпа авăрланнă; Тĕнче тăшманĕ тĕп тăвайман çинче пире мĕнле хура хум çичĕ ют вакланă валашка умне кăларса пăрахрĕ; Хресчен шăпи ăраскаллă çаврăнса тухайĕ-ши; Операци иртрĕ, теççĕ влаçрисем. Процесс пырать-ха. Кĕнекери ытарлăн лартнă ыйтусем пире танлаштарусен чăтлăхне йыхравлаççĕ, телегипнозпа теленаркозран урăлтаракан шухăшсен авăрне путараççĕ. Каппайнипе – çăтмаха тухрăмăр. Анчах, тавралла пăхсан, ырри сахалтарах...
Харпăр хăй пуçне çухатни ăспа пурăнаймасть. Пурте «Ванька» мар, «Хамăртан уйрăлнă юлташсем умĕнче эпир ялан парăмра, – тет автор. – Çав парăм нихăçан та татăлмасть. Чи пысăк парăм – Астăвăм». Çумăн ĕçленисен сăн-сăпатне чунтан-вартан кăмăлласа сăнланă. Колхоз ĕçне-хĕлне кун кĕнекинче уйăхăн-уйăхăн çырса пынă тăрăх кăтартнă. Повеçсен пысăкрах пайĕ – «Правда» колхоз тата унăн председателĕ И.Ф. Кошкин.
Каялла пăхман çыннăн малашлăхĕ суккăр, теççĕ. Хыçал енне çаврăнса, кăштах куçа уçар-ха, тен, ыранхишĕн усса пырĕ; Паянхипе танлаштарма хăш-пĕр кăтартусене кăна илĕпĕр.
Исак Федорович председательте 36 çул ĕçлерĕ. Шыравçă, пултаруçă, хăй университечĕн профессорĕ тенĕ ăна. Колхоза виçĕ ял пĕрлешсен çулталăкра вуншар пин кирпĕч çапнă, пилорама хута янă. Çуллен вăрманта делянка илнĕ, Вăрнар леш енчи вăрмансенчен (Улхаш, Пĕнер...) 8–9 тракторпа эрнере 500 кубла метр таран йывăç турттарнă. Нефтьпе ĕçлекен электростанци хута янă. Шыв башни хăпартса лартнă. Çĕнĕ витесем, гаражсем, тырă склачĕсем, çĕр улмипе пахча çимĕç хранилищисем тунă. Мачамăшпа Шăхаль çĕнĕ магазинсемпе савăнтарнă. 200 вырăнлă клуб (Шăхальте), 480 вырăнлă шкул (Калининăра), 140 ача валли ясли-сад çĕкленĕ. Çĕнĕ çĕрте, вăрман хĕрринче, никĕсленĕ больница комплексĕ те – И.Ф.Кошкин пуçарăвĕ. Эп ăна пĕрре те çĕнĕ çурт умĕнче хĕрлĕ хăю каснине курман. «Тивĕç», «Сăпайлăх» ăнлавсене хытă хисеплетчĕ! Кошкинла ĕçлесе пурăнма халь пире мĕнле вăрçă чарса тăрать;
«Правда» колхозра 486 çын ĕçе тухнă (уй-хирте, фермăсенче, строительствăра, автопаркра). 65 механизатортан 58-шĕ 1–2-мĕш класлисемччĕ. Сакăрвуннăмĕш çулсенче колхозникăн пĕр кунхи ĕç укçи 7 тенкĕ те 76 пуса ларнă. (Хальхи 776 тенкĕ тейĕпĕр). Пурлăх тумалли специалистсене ăçталла хăваларăмăр; Хресчен ĕçĕпе пурăнакан халь уйăхра миçе тенкĕ илет; Питĕ пĕлес килет.
«1974-мĕшĕнче, – тет çав çултан тĕп агроном пулнă Г.Г.Краснов, – паха вăрлăх тума 400 центнер ыраш, 200 – кĕрхи тулă, 600 – çурхи тулă, 350 – урпа, 250 – пăрçа, 370 – сĕлĕ, 30 центнер вика хыврăмăр. Паха сортлă 285 тонна тырра Вăрнара леçрĕмĕр. Сухапуç кассине гектарта вунă пин тонна тислĕк вараттăмăр». Районăн мăян пуснă хирĕнче халь ĕнтĕ вăрман ÿсет. Тырпул тума – вăрлăх çук-и; Пĕреххут – вăрманĕ хунатăр-ши; Вун-вун пилĕк çул хушшинче сухаланман çĕрсем пирки паян тин асилтĕмĕр пулать...
Нурăс тăрăхĕнче вăкăр мĕкĕрнине, сысна çухăрнине тăнласа пăхăр-ха. Сысна фермисенче пин пуçа яхăн чĕртнĕ. 900 ĕне выльăх тытнă (280 ĕне сунă). Çавалпа вăрман хушшинчи 164 гектар культурăллă çаранта 30-шар центнер утă тунă.
Ĕççи тапхăрĕнче ял çыннисем йĕтемре талăкшар хăйсен ирĕкĕпе ĕçлеме пултарнине хальхи ялта ĕненес те çук, тесшĕн автор. Ара, çавăнпа ĕнтĕ банкри счетра колхозăн çĕршер пин тенкĕ пухăнса пынă.
Руководитель. Апла, чи малтанах, – воспитатель. Кĕнекере И.Ф.Кошкинăн çынлăхĕпе яваплăхне кăтартакан витĕмлĕ тĕслĕхсем нумай. Г.Красновпа унăн хăйматлăх пулмалли тантăшне те председатель çураçтарнă-мĕн. Хирĕçекен мăшăрсене вăл хăй патне пĕрле чĕнтернĕ. Салтака кайма ят тухнă йĕкĕте уйăхри ĕç укçи шучĕпе преми тыттарнă. Ферма выльăхне асăрхаманнипе çухатнăшăн заведующипе тан (иккĕн çурмалла) председатель те тÿленĕ («Иксĕмĕр те айăплă, Николай Тихонович...» т. ыт. те!)
Колхоз йышне туслă пĕр çемье пек курасшăн пулнă вăл. Пурнасах тесен, Кошкинсем кирлĕ те çав!