16 апреля 2008 г.
Ытти çулхи пекех, апрелĕн 19–27-мĕшĕсенче республикăра «Ырă ĕçсем урлă – тĕнче культури патне» девизпа Пĕтĕм Раççейри «Çурхи Ырăлăх эрни» ыр кăмăллăх акцийĕ старт илет. Кăçалхипе вăл пиллĕкмĕш хут иртет.
Хăйсен ирĕкĕпе ырă ĕç тăвакансен эрнине 1997 çултанпа йĕркелеççĕ. Унăн тĕллевĕ – социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçсене çынсене ытларах та ытларах явăçтарасси, Раççейре ыр кăмăллăх ĕçĕн йĕркелÿпе право условийĕсене хавхалантарас системăна туса хурасси.
Акцие Раççей Патшалăх Думин обществăлла пĕрлешÿсен тата тĕн организацийĕсен ĕçĕсен Комитечĕ тата Раççей Федерацийĕн Обществăлла Палати хута кĕнипе Ырă ĕçсен аталанăвĕн Раççейри центрĕ ирттерет.
Республикăри йĕркелÿçĕсем – Вĕрентÿ министерстви, Чăваш енри çамрăксен ыр кăмăллăх пĕрлешĕвĕ, ЧР суту-илÿпе промышленноç палати, «МСС-Поволжье» АУО-н Ульяновскри уйрăмĕн Чăваш енри хушма офисĕ.
Акци Чăваш енри кашни çыннах ырă ĕçсене хутшăнма йыхравлать. Тăлăх, ăнăçсăр, йышлă тата тупăш сахал илекен çемьесенчи ачасем, инвалидсем, ватăсем, ниçта пурăнма вырăн çук граждансем, «йĕплĕ» пăралук леш енчен тин тухнă çынсем уйрăмах пулăшу кĕтеççĕ. Право вăйĕнче тăракансем нуша тÿсекенсене тÿлевсĕр консультацисем пама тивĕçлĕ. Субботниксенчен, экологи акцийĕсенчен, тăван урама, ял-поселока тирпей-илем кĕртессинчен вара никамăн та пăрăнма ирĕк çук.
Пĕр шутласан, ырă ĕçсем тума нимĕнле мул та кирлĕ мар, çак туйăм чунсенче кăна пултăр. Хăй ирĕкĕпе пархатарлă ĕçе хутшăнни, волонтер туйăмне аталантарни вара пире тата çирĕпрех пĕрлештерĕ, чунăмăрсене тасатĕ, чăтăмлă, ырă пулма вĕрентĕ...