16 апреля 2008 г.
Иртнĕ шăматкун район пуçлăхĕ çумĕнчи обществăлла канаш членĕсем лару ирттернĕ. Вăрнар районĕн ятлă-сумлă çыннисем – Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ Василий Романов, Вăрнар поселокĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ Александр Селенин, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Ильин, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Георгий Андреев – хуçалăхсенче, ял тăрăхĕсенче пулнă. Унта çураки мĕнле пынипе тата пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе епле ĕçленипе паллашнă.
Ветерансем чи малтан аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхне çитсе курнă. Вĕсем кĕр тыррисен калчисем çирĕп пулнине палăртнă. Предприятин генеральнăй директорĕ Ю.Попов хăнасене çурхи культурăсене акнă çĕре те илсе кайнă. Вĕсем çĕнĕ йышши «Джон– Дир» трактор хăватлăн ĕçленине курнă, ял хуçалăх культурисене туса илес енĕпе сĕнÿ-канаш панă.
Аш-какай комбиначĕ сысна ĕрчетес ĕçре ÿсĕмсем тăвать. Хальлĕхе кунта 12 пин пуç сысна. Комплексри витесене пĕтĕмпех çĕнетсе улăштарнă, выльăх апатне вырăнтах хатĕрлеççĕ. Паллах, ырă улшăнусем ветерансене савăнтарнă. Акă Александр Селенин каланă тăрăх, 30 çул каялла сысна комплексĕнче пылчăк çăрăлнă. Халĕ выльăхсене лайăх пăхаççĕ. Комплекс территорийĕ тавра таса та тирпейлĕ, асфальт çул сарнă. Предприяти хăтлăхшăн тăрăшни яр уççăнах курăнать. Обществăлла канаш членĕсем Ю.Попова аш-какай комбинатне тĕрĕс çулпа илсе пынăшăн тав сăмахĕ каланă, çитĕнÿсем тума суннă. Унтан вĕсем «Знамя» кооператива çул тытнă. Вячеслав Васильев председатель хуçалăхра пушă выртакан лаптăксем çуккине пĕлтернĕ. Уй-хирте ĕç кал-кал пырать.
«Янгорчино» кооператив тилхепине хăй вăхăтĕнче Василий Романов ăнăçлă тытса пынă. Халь ертÿçĕре унăн ывăлĕ Геннадий Васильевич хастар ĕçлет, ашшĕн ятне ямасть. Василий Романов тата ытти ветерансем кооперативăн уй-хирĕнче пулнă хыççăн кăмăллă юлнă.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров усă курмасăр выртакан мĕнпур çĕр лаптăкне пусă çаврăнăшне кĕртме хушнă. Ку тĕлĕшпе районта тăрăшса ĕçлемелле-ха. Акă ветерансем Уйкас Кипек, Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕсенче пулăхлă çĕрсем пуррине палăртнă. Вĕсене, паллах, ахаль выртармалла мар. Унта тыр-пул, çĕр улми тата ытти культурăсем çитĕнтермелле.