12 апреля 2008 г.
Туçи Мăратри вăтам шкулти аслă классенче вĕренекенсем Ырă ĕçсен çулталăкĕнче ватă çынсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама тĕллев тытнă.
Çиелтен пăхсан, тен, хăшĕ-пĕри кунта нимĕнле пысăк ĕç те çук тейĕ. Анчах вĕсем ватăсемшĕн питех те сăваплă, сумлă. Ахальтен мар шкул дирекцийĕ ячĕпе А.Гаврилов, Ф.Капитонов, М.Афанасьев, Е.Константинова, М.Федорова, Р.Яблочкина пенсионерсем хăйсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу панăшăн вĕрентекенсене чĕререн тав тунă.
Анчахрах Ырă ĕçсен çулталăкĕ ячĕпе вĕренекенсем Çавалкасри ваттисен çуртĕнче концерт кăтартнă, кунта пурăнакансене хаклă парнесем парса чыс тунă. Çакнашкал ырă ĕçсене йĕркелесе пынă çĕрте шкулти аслă вожатăй Алевтина Николаевна Кузнецовапа Эльвира Максимовна Лукина педагогăн тÿпи пысăк.