Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Нарспи» уява чĕнет

12 апреля 2008 г.

2008 çула пĕр сăмахсăрах «Нарспи» çулĕ теме пулать. Кăçал çак вилĕмсĕр поэма кун çути курнăранпа пĕр ĕмĕр çитет. Ку уява халалласа республикăра тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.

Районти культура çуртĕнче те акă тĕнче литературинче паллă йĕр хăварнă произведенин пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе театр каçне йĕркелеме палăртнă. Пуçаруçи – культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕн ертÿçи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Юдин.

Калас пулать, К.В.Иванов хăйĕн поэминче чăваш халăхĕн пурнăçне, йăли-йĕркине, чăваш çыннин чунне тарăннăн уçса панă. Пичете тухăнаранпа 100 çул çитрĕ пулин те вăл хăйĕн содержанийĕпе тыткăнлама пăрахмасть. Апрелĕн 30-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче ирттерме палăртнă каç шăпах «Нарспи» поэмăн «чĕрĕлĕвĕ» пулĕ те. А.Юдин каланă тăрăх, тĕп сăнарсемпе, поэмăри юрă-кĕвĕпе, йăла-йĕркепе культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕ, Кĕçĕн Кипекри культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ, лицейра 10-мĕш класра вĕренекенсем паллаштарĕç. Программăра вăйă картисем, юрă-такмаксем чылай пулĕç. Чи илĕртÿлли – чăн чăваш туйне кăтартни.

Театра кăмăллакансене, чăваш культуришĕн çунакан пур çынна та «Нарспи» уява йыхравлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика