12 апреля 2008 г.
Юр ирĕлсе пĕтнĕçемĕн ял-поселок урамĕсенче, çуртсем умĕнче хĕл тăршшĕпе пухăннă çÿп-çап тухрĕ. Тавралăха тирпей-илем кÿрес, хăтлăх кĕртес тĕллевпе предприяти-организаци, тĕрлĕ учреждени ĕçченĕсем экологи субботникĕсене тухрĕç. Ял поселенийĕсенче те урамсене, çул айăккисене çÿп-çапран тăрăшсах тасатаççĕ.
Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче вăй хуракансем те тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕçрен аякка юлмарĕç, алла шăпăр-кĕрепле тытса территорире йĕрке турĕç. Çÿп-çап пухса тирпейленипе пĕрлех йывăç вуллисене, бордюрсене шуратнă. Интернатра тимлекенсем йывăç-тĕм лартмалли уйăхлăха та хастар хутшăнма палăртаççĕ.
Нумаях пулмасть Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче сипленекен-пурăнакансене Вăрнарти 29-мĕш училище студенчĕсем хаваслă концертпа савăнтарнă. Юрлама-ташлама ăста яшсемпе хĕрсен пултарулăхĕ пурин кăмăлне те туллин тивĕçтернĕ.