12 апреля 2008 г.
Кун çинчен эп нихăçан та çырман. Юрамастчĕ. Юлташсене те каламан. Черновик тетрадьне паян кунччен те тĕкĕнменччĕ...
Сăлтавĕ тупăнчĕ. Апрель çитрĕ-çке. «Пĕрремĕш космонавта пĕлетĕр-и;» «Юрий Гагарин космоса миçемĕш çулта вĕçнĕччĕ;..» Çапла ыйткаларăм та хамăр ялти шкул ачисенчен, пĕри те çырлахтаракан хурав параймарĕç. Эп вара 47 çул каяллахине, çар службин вăхăтне, хам çырса хунă тăрăх тепĕр хут куç умне кăлартăм.
Çур ĕмĕр каялла салтак ячĕ тухиччен эпĕ пайтах пилĕк авса шăмшака тĕреклетнĕ. Тĕнче касма малтан Сталинград енне тухса вĕçтертĕм. Аслă та чаплă ГЭС пĕви валли бетон шĕвекĕ хатĕрлеме тăратрĕç. Атăлпа Ахтуба улăхĕнче груша-панулмипе хăналатчĕç. Вара ГЭС хуранĕнчи тимĕр вăрманĕнче çĕтсе çÿреттĕмĕр: Волжск хулинче техникумпа универмаг çурчĕсене, строительсен керменне хăпартрăмăр, пурăнмалли нумай хутлă çуртсем купаларăмăр, стадион турăмăр.
Н.Островскин «Хурçă мĕнле хĕрнĕ» романне вуласа пĕтернĕ кун Герой-хулари «Красный Октябрь» завода пырса çаклантăм, питех те ФЗО шкулне вĕренме кĕрес килетчĕ. «Çулталăкран çара каятăн, йышăнмастпăр», – терĕç. Тăван яла, «Гигант» колхоза таврăнтăм. Пĕр вăхăт лашапа ĕçлерĕм, унтан хими завочĕн нумай хутлă çурчĕсене (чи пирвайхисене) купалама кĕрешрĕмĕр.
1958 çулхи кĕр мăнтăрĕпе Пăртас каччипе Василий Измайловпа çар ретне тăрас тĕллевпе Канашри «сортировкăна» лекрĕмĕр. Эрне хушшинче Ваççук чирлесе аптăрарĕ, ăна каялла хăваласа ячĕç. Ман шăпа тĕллĕн Энгельс хули тухса ларчĕ. Мунча кĕртиччен Улатăр ачисем пĕр-пĕрин хушшинче çапăçса чĕп-чĕр юн пулнăччĕ. Куна мĕншĕн каларăм-ха; Çав чарусăрсем тирпейлĕ чăваш ачисемпе пĕрле архиответлă службăна лекеймерĕç. Нимĕçсем купаланă виçĕ хутлă тирпейлĕ казармăсенче пурăнма пуçларăмăр. Хĕвелтухăçĕнчи чÿречесенчен ТУ-95 капмар самолетсене пăхса тĕлĕнетпĕр.
Мана, «Максим Перепелица» кинори пек шурлăх урлă хырăмпа шутарасран хăраса тăнăскере, шкултинчен те чипер класри тап-таса парта хушшине кĕртсе лартрĕç, вĕр çĕнĕ кĕнеке-тетрадь хурса пачĕç. Морзе азбукин асапне каçса кайса парăнтăмăр. Питĕ интереслĕ те, анчах кашнийĕнех манер килмест иккен, хупланă хăлхари сасăсене пурте хушнă чухлĕ тытаймасть. Электротехникăна, радиоэлектроникăна, радиостанци пайĕсене вĕренетпĕр.
Вунă уйăх лăш курмасăр тăрмашрăм. Экзамен тытнисем, вун пиллĕкĕн, ăсталăха практикăра, подразделенире туптатпăр. 1960 çул тĕлне çапла класлă радиотелеграфистсем пулса тăтăмăр. Саратоври радиоклубра радиоспорт маçтăрлăхне хăнăхтарчĕç. Тавçăратпăр, ăнланатпăр: питĕ хăватлă радиостанцинче ларатпăр. Кирлĕ хумсене пирĕн пата СССР Хĕç-пăшаллă Вăйсен Генеральнăй штабĕнчен ярса тăнă-мĕн. Пирĕн задача: çĕр чăмăрĕ çинчи радиоточкăсемпе çыхăну тытса тăрасси, катари самолетсен радисчĕсене, ку тавралăхра вĕçекеннисене кирлĕ сведенисемпе тивĕçтересси. «Эсир пĕр хăвăр чăн çар тĕшне тăратăр», – тетчĕç пирĕн службăна.
Çапах та, халь калас-тăк, 1960–1961 çулсенче тĕнче уçлăхне вĕçтернĕ аппаратсемпе хамăр çыхăну тытнине, вĕсене кирлĕ пек вĕçме пулăшнине эпир тĕп-тĕрĕсех пĕлмен. Гарнизонта тухнă сас-хурана ĕненме шикленчĕç: кĕçех пилотлă аппаратсем вĕçмелле, вунă-вун пилĕк офицер тĕнче уçлăхне тухма хатĕрленет... 1961 çулхи февраль–март уйăхĕсенче вара дивизи штабĕ умĕнче çине-çинех парашютпа сикекенсене, катапультăпа тренировка тăвакансене кураттăмăр.
Ака уйăхĕн 12-мĕшĕ. Май çук савăк тĕлĕк курнăн вăранса кайрăм. Мунчана капла илĕм-тилĕм йыхравлакан марччĕ. Хавас кăмăлпа çăмăллăн апатлантăмăр. Дежурствăра радиостанцисене 19 тата 21 кГцлă хумсемпе ĕçлеттерме хушрĕç. Тĕлĕнмелле: эфир нихçанхинчен те тасарах. Сигналсем тĕнче уçлăхне тĕп-тĕрĕс тухаççĕ. Хам ун чухне – 1-мĕш класлă специалист.
ДСА (дальняя стратегическая авиация) дивизийĕ çав çулсенче Совет Союзĕнче пĕрререн пĕрре пулнă. Мана çак дивизири комсомол конференцине хамăрăн 19150 çар чаçĕнчен кайма (пĕртен-пĕр делегата) 194-мĕш номерлĕ мандат тыттарчĕç. Юрий Гагарин виççĕмĕш класлă, Герман Титов иккĕмĕш класлă радиоспециалист пулнине пĕлтĕм. Г.Титов радиоçыхăнăва талăкра нумай хутчен (Ю.Гагарин сахалтарах) тухни паллă пулчĕ.
Юрий Алексеевича Энгельсри аэродрома вертолетпа илсе пынă сехетре ман дежурствăра ларма тиврĕ. Пĕрремĕш космонавта, «Восток» карап пилотне, чÿречерен тинкернипе çырлахмалла килсе тухрĕ. Вăл гарнизонти сăнав институчĕн виççĕмĕш хутĕнчен халăх умĕнче сăмах каланă. Вара виçĕ-тăватă сехет каннă хыççăн ăна Куйбышева вĕçтернĕ.
С.Королев шутланă тăрăх, Ю.Гагаринăн Волжск (асилтерем – Сталинград облаçĕ) çывăхĕнче анмалла пулнă, ăна кунтан 500 çухрăм аяккарахра, Энгельсран Маркс хулине каякан çул хĕрринче, аэродромран ултă-çичĕ çухрăмра кĕтсе илнĕ.
Ю.Гагариншăн эпир çав тери хытă савăннă. Анчах малтанхи космонавтсем тÿрех «Байконуртан» вĕçмен. Эпир те космосшăн купăста çырĕнчи (Капустин Яр) полигоншăн Гагаринччен чылай маларах ĕçленĕ. Ю.Гагаринпа Г.Титова тĕнче уçлăхĕнче ирĕклĕ çÿреме, Çыхăнупа пĕр кăлтăксăр тивĕçтерме хутшăннăшăн кăштах мăнаçланассăм та килет.
Тĕлĕнсе хавасланса ÿкнĕ тĕнче кĕç хăрушă хыпарсемпе ахăрса кайрĕ. Совет Союзĕн тÿпине Америка шпионĕ Пауэрс çĕкленнĕ. М-3, М-4, ИЛ-28, ТУ-16, ТУ-95 самолетсем Энгельсри аэродромран вĕçĕмрен вĕçе-вĕçе хăпараççĕ, аэродром пушансах юлать. Эпир кунĕн-çĕрĕн радиостанцисенче пурăнатпăр. Сакăр станцие иккĕн-виççĕн ĕçлеттернĕ пулсан, тулли вăтам пĕлÿллисене Мускава Бауман ячĕллĕ училищĕне ячĕç те, пĕчченех тăрса юлтăм. Тем тĕрлĕ хыпар хăлхана кĕрет. Ирĕклĕх Утравне, США çывăхне, пирĕн ракетăсене кайса лартнă... Берлинта бетон сапур хăпартнă, сивĕ вăрçă термоядерлă вăрçа куçма пултарать... Айăпланса, нушаланса, чул ватса-катса, хамăрăн радиостанцисемпе тăватă метр тарăнăш шăтăксене кĕрсе лартăмăр.
Каласа хăварас килет: Герман Титов вĕçевне ирттерме пĕтĕмпех чăваш ачисем хутшăннă. Çав шутра Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш ялĕнчен В.Петров, Комсомольски районĕнчи Кавал каччи Б.Одинцов, Улатăр районĕнчи Стемасс салинчен А.Кочетковпа В.Нестеров, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски салинчен Ю.Закамский, Вăрмартан Н.Андреев, Красноармейскинчен В.Романов... Электромеханик-шоферсем – Кульцаври Г.Оленин, Çĕньял Нурăсри М.Никитин – Р-100 тата Р-110 радиостанцисемпе çÿренĕ.
Комсомол вожакĕ пулнăран хăш-пĕр хыпарсене эпĕ юлташсенчен кăшт маларах пĕлсе тăнă.
– Титов вĕçевне йĕркеллĕ ирттернĕ хыççăн пире Мирнăй хулине куçараççĕ, – терĕм ачасене. Унтан вăтăр виççĕн Якутири Вилюйск ГЭСне тунă çĕрте ĕçлеме калаçса татăлтăмăр.
Ĕç тухмарĕ: самана хăрушлăхĕ, Р.Малиновский министр приказĕ ĕмĕте картларĕ. Каллех тăван Мăньял Хапăсра ĕçлекелесе пурăнатăп.