Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂРИ ЮРРИЛЛĔ УЙ-ХИР ЫТАМĔНЧИ ЮБИЛЕЙ

12 апреля 2008 г.

Кĕçнерникун, ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче, «Хорнзор» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Федор Григорьевич Кузьмин 50 çул тултарчĕ.

Вăрнар тăрăхĕнче кăна мар, республикăра та чаплă ят-сум çĕнсе илнĕ пултаруллă ертÿçĕне район пуçлăхĕ А.Кузьмин ятарласа вырăна çитсе саламлама ирех пуçтарăннă. Унпа пĕрле Çĕрпел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Иван Миронов, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн директорĕ Илья Арбузов, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Александр Ильин та çула тухрĕç. «Федор Григорьевич халĕ ĕç пÿлĕмĕнче ларать тетĕр-и; – тÿрех калаçу пуçарчĕ район пуçлăхĕ. – Каларĕ тейĕр: вăл хăйĕн юбилейне паян тăри юрриллĕ уй-хир ытамĕнче паллă тăвать». Анатолий Иванович пĕлнĕпе пĕрех пулчĕ – юбиляр Туркай уйĕнче, çĕр хатĕрлекен агрегатсем патĕнче, ăшталанать.

– Паян çанталăкĕ, авă, епле чаплă, – хăнасем мĕн сăлтавпа çÿренине тÿрех туйса илчĕ Федор Григорьевич, – çакă вара маншăн чи лайăх парне. Паллах, эсир хисеплесе, ырă сунса килнĕшĕн чунтан-чĕререн хĕпĕртетĕп, тавтапуç.

Хăнасем юбиляра ăшă сăмахсемпе саламласа парнесем пачĕç. Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин, ял хуçалăхне аталантарас ĕçе уйрăмах пысăк тÿпе хывнине палăртса, Федор Григорьевича чĕререн тав турĕ, малашне тата пысăк çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ. «Хорнзор» – районти чи лайăх ял хуçалăх предприятийĕсенчен пĕри. Унăн ĕçченĕсем тĕп кăтартусемпе районта кăна мар, республикăра та темиçе хутчен малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.

– Федор Григорьевич çĕр-аннемĕре чĕререн парăннă, ял пуласлăхĕшĕн, унăн çыннисемшĕн чунтан хыпса çунакан пуçлăх. Вăрнар тăрăхĕнче çавăн пек çынсем пурри савăнтарать. Эппин, аслă ăрусен чап-сумне малашне те çÿлте тытса пырăпăр, – терĕ А.Кузьмин.

– Çуралнă куна паян теприсем пек чаплă кĕрекере паллă тума май килейменшĕн, тархасшăн, ан кÿренĕр, – аванмарланчĕ юбиляр, – ĕç-пуçа тирпейлесен тĕл пулăпăр...

Çурхи кун çулталăк тăрантарать. Çакна Федор Григорьевич та, «Хорнзор» ĕçченĕсем те асрах тытаççĕ. «Авă агрегатсем хыçĕнче тусан вĕçни курăнмасть, эппин, çĕр шепех пиçсе çитнĕ, акма-лартма чи меллĕ вăхăт»,– тет председатель.

Хурăнсур-çармăссем çуракине апрелĕн 6-мĕшĕнче тухнă. Уй-хирте ирхи шуçăмран сĕм çĕрлечченех ĕç шавĕ тăрать. Кăçал тĕш тырăсемпе пĕр çул ÿсекен курăксене 494 гектар, выльăх кăшманне 5 гектар, нумай çул ÿсекен курăксене 150 гектар акмалла, 75 гектар çĕр улми лартмалла, сенаж валли 224 гектар тĕрлĕ культурăсем акса хăвармалла. Председатель çĕр ĕçченĕсем çурхи кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшнине палăртать. Пурте маттур. Ăнăçу, паллах, А.Шашков, Ю.Артемьев, Ю.Плеханов, А.Семенов, А.Васильев механизаторсенчен те нумай килет.

Федор Григорьевичăн пурнăçĕн вăтăр тăватă çулĕ тăван колхозпа çыхăннă. Председательте 20 çул вăй хурать. Районти суйлавçăсем Ф.Кузьмина Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн виççĕмĕш созывĕн депутачĕ пулма шанса пысăк чыс тунăччĕ. Юбиляр пур енлĕ аталаннă çын пулнине те палăртма кăмăллă. Хăй вăхăтĕнче вăл çăмăл атлетикăра пысăк çитĕнÿсем тунă. СССР спорт мастерĕн кандидачĕ. Аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухакансем хушшинче Атăл тăрăхĕн тата Совет Союзĕн чемпионĕ пулнă. Çавăн пекех ялти фольклор коллективĕн активлă членĕ: драматург, режиссер, артист. Федор Григорьевич тăван ял историйĕпе те кăсăкланать. «Килес çул, июлĕн 12-мĕшĕнче, Хурăнсур Çармăс 330 çул тултарнине хамăр республикăри тăватă Хурăнсур ял çыннисемпе пĕрле паллă тума хатĕрленетпĕр», – пĕлтерчĕ вăл, хăнасемпе сывпуллашнă май.

Район пуçлăхĕ А.Кузьмин çывăхри «Победа» хуçалăха та çитсе курма сĕнчĕ. Унăн пуçлăхĕн Алевтина Петровна Семенован та анчахрах юбилей пулнă-мĕн. Хуçалăх уй-хирĕнче те çĕр хатĕрлекен, тырă акакан агрегатсен сасси илтĕнсе тăрать. Ĕç кал-кал пырать. Председатель те яра кун çĕр ĕçченĕсемпе пĕрле тар тăкать. «Çанталăк çакăн пек йĕркеллĕ тăрсан уй-хир ĕçĕсене тепĕр темиçе кунтан вĕçлесшĕн», – пĕлтерет Алевтина Петровна.

Анатолий Ивановичăн та кăмăлĕ лайăх. Çурхи ĕçсенче Вăрнар районĕ республикăра кăçал та малта пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика