09 апреля 2008 г.
Наркомани тата ачасем. Çак сăмахсем паян час-часах пĕрле илтĕнеççĕ. Анчах та хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ çак çыхăнăва асăрхамасть: кун пекки хăйсемпе тата çывăх çыннисемпе пулма пултараймасть тесе шухăшлать. Шел те, общество çак хăрушлăх сĕмсĕррĕн тапăнса пынинчен тивĕçлĕ хÿтĕлейменнине йышăнмах тивет.
Наркомани вăл – ăс-тăна тĕтрелентерекен наркотик япалисем патне туртăм пурри, вĕсемсĕр пурăнайманни. Çак тĕллевпе тĕрлĕ япалапа – чăн наркотиксемпе тата эмелсемпе усă кураççĕ.
Ачана, çул çитмен çамрăка наркотике иленме тĕрлĕ сăлтав хистеме пултарать: юлташĕсен витĕмĕ, хăйне ирĕклĕ, никама пăхăнман пек туйма хăтланни, йывăр ыйтусенчен пăрăнма тăрăшни тата ытти те. Сăлтавĕ тĕрлĕрен, анчах пĕлтерĕшĕ пĕрре – çула çитмен çамрăка наркотиксемпе хăйĕн пайтишĕн кăсăклантарас тĕллевлĕ çын витĕмĕ.
Мĕнле препарат ĕçнине кура активлăх ÿсет е чакать. Активлăхĕ ÿснĕ çын хăйне çăмăл, çаврăнăçуллă, вăйлă, тем те тума пултарнăн туять. Активлăх чаксан вара çемçетсе-лăплантарса ярать, кирек мĕнле йывăрлăх та манăçнă-иртнĕ пек туйăнать. Наркотикпе темиçе хут усă курсанах çын унăн тĕпсĕр авăрне кĕрсе ÿкет, ăна психика тĕлĕшĕнчен парăнать. Наркотике тата ытларах парăнасси вара вăл организмри тĕртĕмсен хими йышне кĕрсен пулать. Çакна пула наркотик пĕтĕм организмăн биологипе хими шайлашăвне сыхласа хăварма кирлĕ услови пулса тăрать. Вăл организмра çук чухне çын вĕчĕрхенме, тарăхма, урма пуçлать, тимлĕхĕ пĕтет, час ывăнать, ăна пĕтĕмпех шанчăксăр, йывăр туйăнать. Пĕртен-пĕр шухăшĕ – кирек мĕнле те пулин наркотик тупасси. Унсăрăн ăна йывăр-çке: пуçĕ ыратать, нервĕсем карăннипе чĕтретет, ал-ури çывăрса каять, мышцисем хутланаççĕ. Халь вăл – кĕлеткипе те, психикипе те наркотик тыткăнĕнче.
Минретекен япаласăр пурăнайманни, ялан ăна тупас тĕллевпе анрани наркомансене преступлени çулĕ çинелле тĕкет. Вĕсем вăрлама, аптекăсене çĕмĕрсе кĕме, çынна вĕлерме те пултараççĕ. Организмĕ наркăмăшланнипе шалти органсем, уйрăмах пĕверпе пÿре, чирлеççĕ. Наркомансен ÿтĕн пÿрлĕ чирĕсем, тромбозсем, венăсен шыççи, гепатит, СПИД, венери чирĕсем час-часах тĕл пулаççĕ. Наркотик виçине ытлашши ÿстернипе наркăмăшланни, тăн çухатни, вилни те сахал мар.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Эсир хăвăрăн ачана çак самантра уншăн мĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлетĕр. Унпа наркотик сиенĕ, вăл унăн пуласлăхне, сывлăхне мĕнле витĕм кÿме пултарасси пирки калаçмалли пирки ан манăр. Ăна наркотике илĕртсе е вăйпа сĕнекен çынсене хирĕç «çук» тесе çирĕппĕн хуравласси – сирĕн тивĕç.
Çапах та ачăр наркотик тутанса пăхма ĕлкĕрнĕ-и тен; Апла-тăк хăвăртрах республикăри наркологи диспансерĕнчи (Шупашкар, Пирогов урамĕ, 6-мĕш çурт) нарколог-тухтăрпа тĕл пулма васкăр. Ачăрăн сывлăхĕшĕн специалистпа пĕрле кĕрешсен усси пулатех.