09 апреля 2008 г.
Вăрнар районĕнчи Мăньял Хапăс ялне кунта чăваш халăх çыравçи К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх тата Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен премисен лауреачĕ Анатолий Викторович Емельянов çуралнипе лайăх пĕлеççĕ. Хăй ĕмĕрĕнче 33 кĕнеке çырса пичетлерĕ сăмах ăсти. Анатолий Викторович пирĕн ялăн кăна мар – пĕтĕм чăваш халăхĕн çăлтăрĕ, эпир унпа тивĕçлипех мухтанатпăр.
А.Емельяновпа пĕр çултах çуралнă, унпа пĕрлех Вăрнарти зооветтехникумра вĕреннĕ Григорий Иванович Семенов (Григорий Григ) иртнĕ ĕмĕрĕн 60–70-мĕш çулĕсенче хăйĕн сăвви-юптарăвĕсене район хаçачĕн страницисенче тăтăшах пичетлетчĕ. Вăхăтсăр вилĕм пурнăçне татман пулсан, паянхи кун тĕлне, тен, чăваш халăх поэчĕ ятне те илме тивĕç пулатчĕ пулĕ.
Григорий Кузьмич Чернышов чылай çуллансан Анатолий Викторович пулăшнипе литература ĕçне кÿлĕнчĕ. Малтанлăха унăн калавĕсем район хаçатĕнче кун çути курчĕç, каярахпа «Тăван Атăлпа» «Ялав» журналсенче те пичетленме пуçларĕç. Темиçе повеç те çырнă вăл, анчах пĕр пăтăрмаха пула вĕсенчен пĕри те хăй ячĕпе тухаймарĕ. Пăтăрмахĕ мĕнрен сиксе тухнине эпĕ хам куçпа курса ĕнентĕм.
Пĕррехинче районти çамрăк çыравçăсен канашлăвне килсен Георгий Кузьмич паллă çыравçăпа, граждан вăрçине хутшăннă ватă коммунистпа Василий Иванович Краснов-Аслипе çывăх паллашать. Сăлтавĕ те пулнă: Василий Иванович 1929–1930 çулсенче партин Вăрнар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ чухне Георгий Кузьмичăн пиччĕшне – Ивана – питĕ лайăх пĕлнĕ. Ахальтен мар хăйĕн «Тăвалла» романĕнче вăл ун пирки çапла çырнă: «Çĕркаç Мăньял Хапăсри кулаксем Иван Чернышов коммуниста тимĕрç лаççинче çакса вĕлернĕ». Тĕрĕссипе, ĕçĕ ун пек пулман, Иван Кузьмич Чернышов килĕ пирĕнпе юнашар ларнă, çавăнпа та Хура Йăван мĕнле вилнине анне мана темиçе те каласа панă. В.И.Краснов-Асли пирĕн яла Георгий Кузьмич патне час-часах килсе каятчĕ, вăл ăна чăвашла пичетлемелли машинка та парнеленĕччĕ.
1965 çулхи юпа уйăхĕнче вĕсен хушшипе хура кушак каçса кайрĕ. Çав уйăх вĕçнелле район хаçачĕ çумĕнчи литература пĕрлешĕвĕн çамрăк çыравçисемпе тĕл пулма чăвашсен паллă писателĕсем Леонид Яковлевич Агаков, унăн мăшăрĕ Александра Назаровна Лазарева, Стихван Шавли тата Иван Григорьевич Григорьев килнĕччĕ. Ку канашлура мана та пулма тÿр килчĕ. Пурте калаçса пĕтерсен Г.К.Чернышов сăмах илчĕ:
– Çулталăк пуçламăшĕнче эпĕ Василий Иванович Краснов-Аслине хам çырнă «Чĕре хушнипе» повеçе пăхса тухма парса ятăм. Вăл вара ăна хăй ячĕпе «Тăван Атăл» альманахра пичетлесе кăларчĕ, ман хушамата ниçта та асăнман, – терĕ.
Çак сенсацие илтнĕ Л.Я.Агаков вăштах ура çине сиксе тăчĕ, вĕçне-хĕрне тупма сăмах пачĕ. Малалла мĕн пулнине калама пĕлместĕп, анчах çак кунран Георгий Кузьмичăн литературăри хĕвелĕ яланлăхах анса ларчĕ. Çиле хирĕç сурма хушман çав ваттисем. Кĕçĕн хĕрĕ Рита каланă тăрăх, вăл ашшĕн хайлавĕсене Шупашкара, Писательсен союзне, кайса панă. Пĕр повеçĕ вара паян кун та хамăр районти çыравçăрах, тенĕччĕ.
Виталий Яковлевич Краснов район хаçатĕнче ĕçлеме тытăнсан калав хыççăн калав пичетлеме пуçларĕ, 1998 çулта вĕсене пухса район типографинчех 200 экземплярпа кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Шел, виçĕ çула яхăн каялла Виталий Яковлевич пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.
Елена Николаевна Тикинева та районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕнче тимлет. Вăл унăн страницисенче «Пирĕшти» повеçне пичетлерĕ. Повеçĕн сыпăкĕсем çамрăк çыравçăсен хайлавĕсен Шупашкарта тухнă пуххинче те кун çути курчĕç. Çамрăк çыравçă пысăк шанăç парать.
Эпĕ хама та çыравçăсен ушкăннех кĕртетĕп. Хаçат-журналсенче пичетленнĕ сăвă-калавсем, тĕрлĕ тĕпчевсем, пĕр поэма тахçанах кĕнеке туса пичетлесе кăларасса ыйтаççĕ. Кăçал вĕсене Ирина хĕрĕмпе пĕрле халăх умне кăларас шухăшпа пурăнатпăр. Темиçе сăмах кĕçĕн хĕрĕм – Ирина Григорьевна Игнатьева (Скворцова) – пирки те каласа хăварас килет. Вăл Лена Тикинева тантăшĕ. Ман çулпа утса 24-рах икĕ аслă пĕлÿ илчĕ, унăн виçĕ специальноç. Халĕ вăл Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче вăй хурать. Творчествăра тĕпчев ĕçĕсемпе калавсенче вăйне виçсе пăхать.
Тăван литературăна юратакансенчен чылайăшĕ пирĕн ялта тата тепĕр паллă поэт, прозаик, кулăш ăсти тата куçаруçă Сарра Леонтьевна Баранова çуралнине пĕлсех каймаççĕ пулас. Сăлтавĕ те пур, тăван литературăри çыравçăсем çинчен эпир ытларах шкулта вĕреннĕ чух вĕсен хайлавĕсене тишкернĕ май пĕлетпĕр. Сарра Леонтьевнан хайлавĕсем, хăй Писательсен союзĕнче 1992 çултанпа тăрать пулсан та, хальлĕхе шкул программине кĕмен-ха.
С.Л.Баранова 1930 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче пирĕн ялти тĕреклĕ хресчен çемйинче çуралнă. Унăн ашшĕн йăх-несĕлне Микавар таврашсем тенĕ. Ялти ватă çынсем каланă тата килте упранса юлнă ĕлĕкхи документсем тăрăх, çакна пĕлме май килчĕ. Сарра Леонтьевнан аслашшĕне ялта Мăн Хĕлĕп тата Микавар Хĕлĕпĕ те тенĕ. Хут çине вара Иван Михайлович Миговаров тесе çырнă. Вăл 1873 çулта çуралнă. Йăванăн (Хĕлĕпĕн) Макçăм, Ваçли, Пракхви пиччĕшĕпе шăллĕсем, Варварипе Елена йăмăкĕсем пулнă. Варварийĕ ялти Черкке Йăванне качча тухнă. Вĕсем ман кукаçипе кукамай. Çавăнпа та ман ÿт-пÿре те Миговаровсен юнĕ пур.
Иван (Хĕлĕп) Михайловичăн Антон, Алексей тата Левенти ятлă ывăлсем çуралнă. Левентин Сарра хĕрĕпе Коперник тата Владимир ывăлĕсем йăх тымарне малалла тăснă. Ывăлĕсем Миговаров хушаматпа пулсан та Саррăна амăшĕн – Барановсен хушамачĕпе çырнă. Унăн сăлтавне икĕ тĕрлĕ те ăнлантарса пама пулать: пĕрремĕшĕ – Саррăн ашшĕпе амăшĕ туй хыççăнах ял Советне кайса çырăнманнинчен килме пултарнă, иккĕмĕшĕ – шăпах пулас çыравçă çуралнă çул колхозсем йĕркелеме пуçланă, тĕреклĕ пурăнакан çынсене, «кулаксем» тесе, мĕнпур пурлăхне туртса илсе Çĕпĕре ссылкăна янă. Саррăн мучăшне – Василий Михайлович Миговарова çак вăхăтра пĕтĕм çемйипех Анат Тагила ăсатнă. Кун пек инкеке лекес мар текенсем чухăнрах çемьерен илнĕ арăмĕсен хушаматне йышăннă – чухăнсен ретне тăнă.
1947 çулта Хапăсри çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан Сарра Леонтьевна Вăрнарти зооветтехникума, зоотехниксем хатĕрлекен уйрăма кайса кĕрет. Виçĕ çул ăса туптанă хыççăн Шупашкарти ял хуçалăх институтне çул тытать, анчах та килтен укçа-тенкĕпе пулăшайман пирки вĕренме пăрахсах тĕп хула çывăхĕнчи Ишлей районне (халĕ Шупашкар районĕ) зоотехника ĕçлеме кайма тивет.
Хăйĕн литературăри пултарулăхне вăл 1949 çулта тĕрĕслесе пăхать. Малтанхи сăвви халăх умне тухсан, унăн çырас хавхаланăвĕ тĕрекленет. Часах унăн сăввисемпе калавĕсем Шупашкарта тухса тăракан хаçат-журналсенче те пичетленме тытăнаççĕ. Тăван литературăпа çывăхрах пулас тесе вăл Чăваш кĕнеке издательствине корректора куçать, çав вăхăтрах партин хула комитечĕ çумĕнчи культура университечĕн каçхи уйрăмĕнче вĕренет.
Утмăл çула яхăн тăван литература уйĕнче тимлесе вăл темиçе кĕнеке авторĕ пулса тăчĕ. 1981 çулта ытти авторсемпе пĕрле хайĕн калавĕсене «Шухăшлама вăхăт пур», тата тăватă çултан «Вĕренĕн те вĕçĕ пур» кĕнекесенче пичетлерĕ. 1992 çулта маларах çырнă сăввисене пухса «Йăлăну саманчĕ» кĕнеке кăларчĕ. С.Баранова ачасем валли те сăвăлла юмахсем хайларĕ, 1995 çулта вĕсене «Сар автан» ятпа пичетлерĕ. Вăл ытларах сатирăпа кулăш жанрне кăмăлларĕ, «Капкăн» журналпа тачă çыхăнса ĕçлерĕ. Çак жанрпа çырнă калавĕсене «Телей валеçетĕп» ятпа 1997 çулта уйрăм кĕнекен кăларчĕ. Сарра Леонтьевна медицина темипе çырнă кĕнекесене вырăсларан чăвашла куçарассипе те чылай вăй хурать, Вăл А.Нестеровăн «Ревматизм», А.Каржельĕн «Гипертоническая болезнь» кĕнекисене тăван чĕлхене куçарчĕ. Алă усса лармасть ентешĕмĕр, çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавсем çырать.