09 апреля 2008 г.
Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсен сетьне тăвассине вĕçлессине хăвăртлатмалли мерăсем çинчен» Указне пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ĕçсем районсенче кăçал вĕçленмелле. Пирĕн районта та ялсене хытă çулпа çыхăнтарассипе пĕлтĕр планпа пăхнинчен ирттерсе тимленĕ. Кăçал та ял çыннисен кăмăлне тивĕçтерсе çĕнĕ çулсем хута кайĕç.
Кульцав ял поселенийĕнче, акă, Кĕçĕн Çавал урлă каçакан кĕпер çинче тĕп ĕçсене вĕçленĕ. Ку Вăрнар районĕнче çак çулсенче çĕнĕрен хута янă пĕрремĕш кĕпер мар. Пĕлтĕр Ярмушка ял поселенийĕнче Мăн Çавал урлă Кивçурт Мăрат еннелле каçакан кĕпер хута кайнă, унпа пĕрлех ял патне асфальтлă çул çитернĕ.
Çĕн Хирпуç ялĕ патне хытă çул сарассипе те 2007 çулта пысăк строительство ĕçĕсем пуçланнă. Тĕрĕссипе, ку яла çитме çăмăл мар: пĕр енчен – вăрмансем, тепринчен – Кĕçĕн Çавал. Ял çыннисем кирлĕ вырăна чукун çулпа кăна çÿреме пултарнă. ЧР Президенчĕн Указĕ пурнăçланни – кунти халăхшăн чăн-чăн ырлăх, тинех асфальтлă çулпа усă курма май пулĕ, Кĕçĕн Çавал урлă кĕпер хывăн. Строительство ĕçĕсен пысăк пайне пĕлтĕрех туса ирттернĕ. «Вурнарыдорстрой» общество ĕçченĕсем асфальт сарма 1,8 çухрăм çул хăпартса хатĕрленĕ, «Стромос» общество çĕнĕ кĕпер çинче тĕп ĕçсене вĕçленĕ.
Пурăнмалли çĕнĕ çуртсем хăпартассипе те район республикăра палăрмалла ÿсĕмсем тăвать. 2008 çулта хута каякан строительство объекчĕсен пĕри – 69 хваттерлĕ капмар çурт. Çавăн пекех Мăшăрлану керменĕ, Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕ вырнаçакан çуртра строительство ĕçĕсене вĕçлесси – кăçалхи тĕллевсенчен пĕри.
Сăмах май, тĕрлĕ çăмăллăхлă программăсене хутшăнакансем те ача-пăча пултарулăх çурчĕ çумĕнче çĕкленекен илемлĕ çуртри хваттер уççисене тивĕçĕç.