09 апреля 2008 г.
Районти тĕп библиотекăн ача-пăча литературин пайĕ Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекенсемпе тачă çыхăну тытать. Кĕнеке вулама юратаканскерсем – библиотекăна тăтăшах килсе çÿрекен хăнисем. Библиотекарьсемпе учительсем те час-часах пĕрлехи мероприятисем хатĕрлеççĕ. Нумаях пулмасть ача-пăча литературин уйрăмĕн ĕçченĕсем Вăрнарти 2-мĕш шкулта 7-мĕш «б» класра вĕренекенсемпе (ертÿçи – М.Ильина) сăвă вулакансен конкурсне ирттернĕ.
Ачасем К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмин пайĕсене пысăк хавхаланупа вуланă, чăваш поэзийĕн классикĕн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашнă. Конкурса чи активлă хутшăнакансем асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ.
Поэма сыпăкĕсене чи илемлĕ вулаканĕ вара – Александр Рыбаков, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Кристина Григорьевапа Ирина Харитонова.