09 апреля 2008 г.
Хĕвел ăшă пăхнăран юр кунран кун хăвăртрах ирĕлсе пыни ял хуçалăхĕнче тимлекенсене ака-суха ĕçĕсене мĕнле ирттересси пирки ытларах та ытларах шухăшлаттарать. Вăрлăх кондициллĕ пулмалла, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, саппас пайсем çителĕклĕ туянмалла, техника юсавлăхĕшĕн тăрăшмалла, кадрсен ыйтăвне татса памалла... Çуракине тухиччен «Мураты» кооперативра хуçалăх ертÿçисен, тĕп инженерсемпе тĕп агрономсен районти семинар-канашлăвĕ пулчĕ.
Çăкаллă-явăшсен машинăпа трактор паркĕнче тирпей-илем хуçаланать. Икĕ хăватлă «Джон Дир» тракторсем (пĕринче – 190 лаша вăйĕ, тепринче – 150) пурри хуçалăх пурнăç таппипе тан пынине кăтартать. Паллах, çĕнĕлĕхсене çул парсан кăна малашлăхăн çирĕп никĕсне хывăн. 2008 çула акă РФ Ял хуçалăх министерстви ресурс перекетлекен технологисене ĕçе кĕртмелли çулталăк тесе палăртнă. Семинара хутшăнакансенчен хăшĕ-пĕри çĕнĕ йышши тракторсен рулĕ умне ларса курчĕ. Кунта питĕ хăтлă. Кирлĕ-тĕк, сывлăша уçăлтаракан хатĕре те ĕçлеттерме пулать. Компьютер пуртан механизатор çĕр лаптăкĕнче акнă чух тырă, çунтармалли-сĕрмелли материалсем мĕн чухлĕ пĕтнине пĕлет. Паллах, ĕнтĕ, компьютерăн экранĕ çине ытти информаци те тухать. Хăватлă техникăна туянма кооператива «Агроснаб» дилер компанийĕ сĕннĕ. Унăн представителĕсем хăйсем тăратнă техника мĕнле ĕçленипе тăтăшах кăсăкланаççĕ, май килнĕ таран пулăшаççĕ. Кредитпа «Россельхозбанкăн» Вăрнар районĕнчи филиалĕ тивĕçтернĕ.
«Мураты» хуçалăх тăватă çул каялла кăна йĕркеленнĕ пулин те район агропромышленность комплексне аталантарнă çĕре пысăк тÿпе хывать. Кооператив тилхепине Геннадий Петрович Спиридонов çирĕп тытса пырать. Хуçалăх арендăна илнĕ 1100 гектар çĕрпе усă курать. Кăçал вăл вăрлăх ĕрчетессипе тимлеме лицензи илнĕ. Кооперативăн кĕлечĕсенче пахалăхлă тырă анчах. Ăна ытти хуçалăхсем туянма пултараççĕ. «Мураты» кооператив выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе те тăрăшать. Фермăра хальлĕхе мăйракаллă шултра выльăх 149 пуç тытаççĕ. Вĕсенчен 12-шĕ ĕнесем.
Семинара хутшăнакансем тĕп докладсене Мăн Явăшри культура çурчĕн актовăй залĕнче итлерĕç. Вăрнар район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ С.Павлов аграрисем умĕнче кăçал тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Ĕç çыннисен çурхи тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 8417 гектар, çĕр улмие 1145 гектар, пахча çимĕçе 26 гектар, тымар çимĕçсене 51 гектар, кукурузăна 200 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксене 1152 гектар çинче çитĕнтермелле. Кĕрхи тырăсене илес пулсан вĕсене пĕлтĕр планпа палăртнинчен 69 процент ытларах акса хăварнă. «Мураты» кооператив кăнтăр районĕсенчен тĕслĕх илсе иртнĕ çул кĕрхи туллăн çĕнĕ «Житница» сортне акнă. Çак тырă гектар пуçне 50-60 центнер тухăç парать. Палăртмалла, кăçал акмалли вăрлăхăн 94 проценчĕ кондицие ларнă. Çĕр пулăхне ÿстерме районти хуçалăхсем 2980,5 тонна минераллă удобренисем туяннă.
Ака-суха ĕçĕсене пурнăçланă чух çунтармалли-сĕрмелли материалсем ытларах кирлĕ. Çавна май вĕсен хакĕ яваплă тапхăр умĕн яланах ÿсет. «Янгорчино», «Победа», «Броневик», «Знамя», «Мураты» хуçалăхсенче, «Санары» агрофирмăра çунтармалли-сĕрмелли материалсене маларах туяннă.
2008 çулта ĕç çыннисен хастарлăх та, пуçарулăх та ытларах кăтартмалла. «ЧР Министрсен Кабинечĕ Вăрнар районĕпе тунă килĕшÿ тăрăх, кăçал пирĕн 8,4 пин тонна аш, 29,48 пин тонна сĕт, 30,6 пин тонна тырă, 47 пин тонна çĕр улми туса илмелле», – пĕлтерчĕ С.Павлов. Паллах, плана тухăçлă пурнăçлас тесен уйрăм хушма хуçалăх тытакансене пулăшасси çинчен те манмалла мар. Тĕп меслет вăл – çынсене çăмăллăхлă кредитсем илме хавхалантарасси. Çакăн çинчен Сергей Владимирович ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тепĕр хут аса илтерчĕ. Шел пулин те, икĕ çулта районти уйрăм хуçалăхсен 12,71 проценчĕ кăна банксенчен кивçен укçа илнĕ. Çак цифра республикăри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех. Пăртас, Вăрманкас, Хирпуç, Ершепуç, Мăн Турхан ял тăрăхĕсенче патшалăх пулăшăвĕпе усă курас текенсем сахалрах. Сергей Владимирович каланă тăрăх, хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата специалисчĕсем яваплăха туйса ĕçлемеççĕ. Акă вĕсем пĕлтĕр ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем йĕркелеме шантарнă, анчах паянхи кун та ĕçĕ курăнмасть. Семинарта Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕн ертÿçи В.Шашкин ял хуçалăх культурисен сортне çĕнетесси пирки тухса калаçрĕ. Ял тăрăхĕсенчи тăпрана агрохими тĕлĕшĕнчен тĕпченĕ. Пĕтĕмлетÿсемпе Г.Михайлов агрохимик паллаштарчĕ.
Çĕр хутшăнăвĕсенчи ыйтусем пурне те кăсăклантараççĕ. Раççей Куçман пурлăх управленийĕн Чăваш Республикин районсем хушшинчи 9-мĕш уйрăмĕн тĕп специалист-эксперчĕ О.Максимов вилнĕ харпăрлăхçăсен тата никам илмен пай çĕрĕсене регистрацилесси пирки тухса калаçнă хыççăн ăна залра ларакансем сахал мар ыйту пачĕç. ЧР Ял хуçалăх министерствин тĕп специалисчĕ А.Григорьев усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес енĕпе хуçалăх ертÿçисене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене хастартарах ĕçлеме ыйтрĕ.
Çуракине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерес тесен ял хуçалăх машинисен юсавлăхĕшĕн хытах тăрăшмалла. Паллах, кивĕ техника вăл кивĕллех ĕçлет. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп инженерĕ В.Никифоров машинăпа трактор паркне çĕнетессипе уйрăмах аш-какай комбиначĕ, «Агрохмель», «Санары» агрофирмăсем, Карл Маркс ячĕллĕ кооператив, «Мураты» хуçалăх тăрăшнине палăртрĕ, ĕççи вăхăтĕнче хăрушсăрлăх техникин правилисене пăхăнма хушрĕ. Патшалăх техника асăрхавĕн Чăваш енри тĕп специалист-консультанчĕ А.Столяров Вăрнар районĕнчи хуçалăхсем техника тĕрĕслевне лайăхрах хатĕрленнине пĕлтерчĕ.
Пĕрисем хура тар тăкса ĕçлеççĕ, теприсем вара янттине хапсăнма кăна пултараççĕ. Юрать, вĕсене милицире тимлекенсем аташма памаççĕ. Шалти ĕçсен районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Ф.Тимофеев пĕлтĕр ял хуçалăх предприятийĕсен пурлăхне çаратасси 30 процент чакнине каларĕ. Анчах та çав вăхăтрах республикипе танлаштарсан районта çул çинче пулакан инкексен хисепĕ ÿснĕ. Çавăнпа та Ф.Тимофеев ятарлă ушкăнсем хуçалăхсенче тĕрĕслевсем ирттерессине пĕлтерчĕ.
Семинарта «Россельхозбанкăн» Вăрнар районĕнчи филиалĕн управляющийĕ И.Кошкина та, Раççей Перекет банкĕнче тимлекенсем те, дилер компанийĕсен представителĕсем те сăмах илчĕç.
Çурхи кун çулталăк тăрантарать. Район пуçлăхĕ А.Кузьмин уй-хирте тăрăшнă вăхăтра асăрхануллă тата тимлĕ пулма, ĕç сыхлавĕн правилисене çирĕп пăхăнма ыйтрĕ. «Кашни хăйĕн тивĕçне тÿр кăмăлпа пурнăçласан çуракине кĕске вăхăтра, пахалăхлă ирттерме пулĕ», – терĕ вăл.