09 апреля 2008 г.
Çавалкасри хăй тытăмлăх органне кĕрекен ялсенче пурăнакансем урамсене, çурт умĕсене тирпей-илем кĕртмелли тата йывăçсем лартса хăвармалли уйăхлăха йышлăн хутшăнаççĕ. Вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, культура, суту-илÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем иртнĕ кунсенче обществăлла çуртсен умĕсене çÿп-çапран тасатрĕç. Уйăхлăхра кашниех ишĕлсе пыракан варсене çирĕплетме, пĕвесене юсама, йывăçсем лартса хăварма тĕллев тытрĕ.
– Тирпейлĕхпе тасалăх чир-чĕрсемпе кĕрешме пулăшать, пушар тухас хăрушлăха сирсе ярать. Кунсăр пуçне ял культурине те çÿллĕ шая çĕклеме май парать. Таврара илемлĕх пулсан, пурнăç çине урăх куçпа пăхма пуçлатăн, – палăртать хăй тытăмлăх органĕн пуçлăхĕ Петр Иванович Краснов.