05 апреля 2008 г.
Пĕр ыйту канăçсăрлантарать. Юлашки вăхăтра ялти лавккасем çывăхĕнче пуш кĕленчесем ăçта килнĕ унта йăванса выртни е картон ещĕксене çунтарса кĕл туни эпир тирпейсĕре тухни çинчен пĕлтереççĕ.
Ĕлĕк шкул ачисем кивĕ хут, тимĕр-тăмăр пуçтарса патшалăха паратчĕç. Çапла хут валли касакан вăрмана, тимĕр рудине – патшалăх туприне – перекетленĕ, çĕршыв экономикине ÿстерме пулăшнă. Паянхи вăхăтра та ялти лавккасенче хут ещĕксене çунтарса кĕл тăвиччен каялла пухма юрамасть-ши; Паллах, сутуçăсем айăплă мар, ещĕксене çунтарма хушакан хуçисем яваплă. Вĕсем патшалăх пурлăхне, халăх туприне шеллеме пĕлмеççĕ.
Кĕленчесем пухнипе те услам пулмасть тесе шутлаççĕ курăнать. Ял урамĕсене пăхар-ха: кĕленчесем ăçта килнĕ унта йăванса выртаççĕ. Лавкка-киоск хуçисене хытах асăрхаттарни кирлĕ – влаç пурри сисĕнтĕр. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен те тирпейлĕх çине ытларах тимлĕх уйăрмалла, ял çыннисене пухса субботниксене кăлармалла.
Экологи лару-тăрăвĕ ялсенче те улшăнать. Ял çыннисем (пурте мар) çÿп-çапа, хут татăкĕсене хутаçа тултарсах урама тухса пăрахма тытăнчĕç. Ку çутçанталăк илемне, таса сывлăша, шыв-шура варалани пулать. Ял поселенийĕсен администрацийĕсен çак ыйтупа вирлĕн ĕçлеме тытăнмалла, малтанах халăха пухса ăнлантаруллă калаçусем ирттермелле. Çак ĕçе шкулта тимлекенсемпе тухтăрсене хутшăнтарсан аван.
Ял поселенийĕсен администрацийĕсен ĕçне хускатма районтан тасалăх комиссийĕсем кăларма сĕнес килет, унăн ĕç-хĕлне район хаçатĕнче çутатса пырсан уçăмлăрах пулĕ.
Тасалăх комиссине культура тытăмĕнче, санитарипе эпидемиологи асăрхавĕнче ĕçлекенсене явăçтарсан аван.