Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсан ĕç ÿсĕнет

05 апреля 2008 г.

Ака-суха ĕçĕсене пуçăнма вăхăт çитсе пырать. Çавна май ял хуçалăх предприятийĕсенче, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тракторсене, вĕсен прицепĕсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси тĕп вырăнта тăрать. Çуракине мĕнле хатĕрленнине пăхма ятарлă комисси ытларикун «Янгорчино» кооперативра пулчĕ.

«Янгорчино» – районта малта пыракан хуçалăх. Вăл выльăх-чĕрлĕх, ÿсен-тăран отраслĕсенче тупăшлă ĕçлет, çулленех ăмăртусенче мала тухать. Пĕлтĕр çĕрпелсем кашни гектартан вăтамран 31,7 центнер тырă, 198,1 центнер çĕр улми, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 1289,7 центнер сĕт, 98,4 центнер аш туса илнĕ. Паллă ĕнтĕ, машина-трактор паркĕнче йĕркелĕх пулсан çитĕнÿсем те пысăк. Ахальтен мар техникăна ял хуçалăхĕн чĕри теççĕ. Çĕрпелсем ав кашни çулах ял хуçалăх машинисене техника тĕрĕслевĕ витĕр пахалăхлă кăларас тесе тăрăшаççĕ. Кăçал та вĕсем хăйсен ятне ямарĕç.

– Çуракие хутшăнакан пур техника та – 15 трактор, 3 прицеп – юсавлă. Механизаторсене медицина аптечкипе, ятарлă ĕç тумĕпе тивĕçтернĕ, – пĕлтерчĕ кăмăллăн патшалăх техника асăрхавĕн районти аслă инженер-инспекторĕ И.Тимофеев. – «Янгорчино» кооперативра вăй хуракансем тĕрĕслеве пĕлтĕрхинчен те лайăхрах хатĕрленнĕ. Вĕсен ĕçне «пиллĕк» паллăпа хаклатăп.

Хуçалăх ертÿçи Г.Романов каланă тăрăх, машина-трактор паркĕнче иртен пуçласа каçхи 6–7 сехетчен ĕç шавĕ татăлман. Геннадий Васильевич мехпаркра тимлекенсене вăй-хала шеллеменшĕн, хура тар тăкнăшăн тав сăмахĕ каларĕ, механизаторсене ака-суха ĕçĕсене тытăниччен тата тепĕр хут хурçă утсене, ял хуçалăх техникин хатĕрĕсене тĕрĕслеме ыйтрĕ. Калас пулать, кăçал кооперативра çуртрисене 340 гектар акма, çĕр улмие 110 гектар лартма планланă. Çак цифрăсем пĕлтĕрхинчен пысăкрах пулни пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ ÿснине кăтартать.

Çак кун уйрăм çынсем те хăйсен хурçă учĕсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларчĕç.

Яваплă тапхăрта урă пурнăç йĕркине пăхăнни питĕ кирлĕ. «Ĕç вăхăтĕнче эрех-сăра ĕçсен инкек-синкек сиксе тухма пултарнине кашнин асра тытмалла, – терĕ ĕç сыхлавĕ енĕпе тимлекен районти тĕп специалист-эксперт Е.Алексеев. – Дежурство графикне тăвассипе те çине тăрсах тимлемелле. Йĕркелĕхе тĕрĕслекенсен уй-хирте ĕç вĕçленмесĕр киле каймалла мар».

Çуракине тухиччен шутлă кунсем юлчĕç. Кашнин хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçламалла. И.Тимофеев каланă тăрăх, «Санары» агрофирмăра та техника тĕрĕслевне аван хатĕрленнĕ. 17 трактор, 7 прицеп юсавлă. Тимĕр лашасем паян тесен паян ака-сухана тухма пултараççĕ. Иван Петрович «Агрохмель» тулли мар яваплă обществăри тата «Броневик» кооперативри машинăпа трактор паркĕсенче тимлекенсен ĕçĕпе те кăмăллă юлнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика