05 апреля 2008 г.
Ăсталăха ÿстерекен, мал опыта саракан конкурсăн финалне çичĕ социаллă педагог тухнă. Унăн пур тапхăрĕ те – харпăр хăй проекчĕпе сайтне хÿтĕлесси, презентацилесси, мастер-класри ĕçсем тата брейн-рингри тупăшусем – вĕсен тĕп ĕçне пĕрлештереççĕ. Вăл социаллă педагогсен пĕлтерĕшлĕ. Вĕренекенсен пушă вăхăтне йĕркелесси, кăмăл-сипет воспитанийĕ парасси, ырă ĕçсене хăнăхтарасси – вĕсен тивĕçĕ. Кусем çитĕнекен ăрăва право йĕркине пăсассинчен çăлакан тĕп çул-йĕр те пулса тăраççĕ.
Конкурс социаллă педагогсен профессионализмĕ çÿллĕ шайра пулнине кăтартса панă. Çичĕ претендентран малти вырăнсене çак вĕрентекенсем çĕнсе илнĕ: Н.В.Андреева (Çĕрпел), Г.Г.Федорова (Санарпуç) тата И.Ф.Иванова (Пăртас).