02 апреля 2008 г.
Мăн Турхан ял поселенине кĕрекен Иртеменкассинчи, Кăмашри тата Мăн Турханти библиотекăсенче 17 пин кĕнеке шутланать. Вулакансен йышĕ 1520 çынна çитнĕ. Библиотекăсен заведующийĕсем Вероника Иванова, Ирина Максимова, Ирина Ефремова кашни çынна кĕнекепе туслаштарма тĕллев тытнă.
Кĕнеке чи нумай вулакансем – Иртеменкассинчи Манефăпа Иван Курбатовсем, иккĕшĕ пĕлтĕр 83 кĕнеке илсе вуланă. Александр Фирсов та пĕлÿ никĕсне «шĕкĕлчеме» юратать, çĕнĕ çултанпа вăл чăваш писателĕсен 13 кĕнекине илсе вулама ĕлкĕрнĕ. Мăн Турханти Дарья Зайцева пенсионерка та вулав çуртне тăтăш çÿрекенсенчен пĕри шутланать.
– Эпĕ яланах вулаканпа пĕр чĕлхе тупма тăрăшатăп, – хăйĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ Вероника Иванова. – Библиотекăра чăваш писателĕсен юлашки вăхăтра пичетленсе тухнă кĕнекисем çукпа пĕрех. Вĕсене районти тĕп библиотекăран илсе килетĕп те кама мĕн килĕшни таран валеçсе тухатăп. Пĕлтĕр çак меслетпе 48 çын ыйтăвне тивĕçтертĕм, вĕсене çĕре яхăн кĕнеке илсе вулаттартăм.
Ку поселенинчи библиотекарьсем вулаканпа тачă çыхăну тытмалли майсене тăтăшах шыраççĕ.