02 апреля 2008 г.
Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Уйкас Кипек ял тăрăхĕнче «Агро-инновацисем» патшалăхăн унитарлă предприятийĕн кунĕ иртрĕ. Унта çак предприятин тата Вăрнарти центрĕн специалисчĕсем, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнче вăй хуракансем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, килти хушма хуçалăха тытакансем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисем, «Россельхозбанкăн» районти уйрăмĕнче ĕçлекенсем хутшăнчĕç.
Пысăк хисепе тивĕçлĕ
«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕн тĕп енĕсенчен пĕри – выльăх-чĕрлĕх отрасльне хăвăрттăн аталантарасси. Патшалăх программине тухăçлă пурнăçлассипе уйрăм çынсем те хастар тимлеççĕ. Анчах та чылай ялта мăйракаллă шултра выльăхсене пĕтĕлентересси çивĕч ыйту пулса тăрать. Хăш-пĕр вырăнсенче фермăсене пĕтерсе хунипе ĕнесемпе пушмак пăрусене паллă мар йăхлă вăкăрсемпе чуптараççĕ. Капла ăратлă выльăхсен хисепĕ çултан çул чакса пыма пултарать. Çакă сĕт, аш-пăш ытларах туса илме чăрмантарĕ. Юлашки вăхăтра ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентермелли пунктсене уйрăм предпринимательсем уçнине ырламалла кăна. Халăхшăн тăрăшакансенчен пĕри – Уйкас Кипекри Вячеслав Алексеевич Степанов. Вăл Хусанти ветеринари академийĕнчен вĕренсе тухнă. «Агро-инновацисем» предприятин кунне хутшăнакансем Вячеслав Алексеевич уçнă пĕтĕлентермелли пункта, çăнăх хатĕрлемелли тата çăм таптармалли цехсене çитсе курчĕç. Хăнасем уйрăм предприниматель чăннипех ĕçчен пулнине палăртрĕç. Акă аякра пурăнакансем пулăшу ыйтсан В.Степанов вĕсен выльăхĕсене хăйĕн машинипех пĕтĕлентермелли пункта илсе килет. Çăм таптарма, çăнăх авăртма, комбикорм хатĕрлеме Красноармейскипе Канаш енчен те килеççĕ. «Ĕçлесен, мал ĕмĕтлĕ пулсан тупăш илетĕнех , – терĕ Вячеслав Алексеевич. – Мана ĕçре мăшăрăм та, ачасем те хастар пулăшаççĕ». Предпринимательлĕхе аталантарма В.Степанов банкран 300 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Степановсем 30 гектар çинче ял хуçалăх культурисене туса илеççĕ.
Хăнасем килти уйрăм хушма хуçалăх тытакан Любовь Васильевна Александрова патĕнче те пулчĕç. Пĕччен пурăнакан хĕрарăм карта тулли выльăх-чĕрлĕх – ĕнесем, вăкăрсем, сурăхсем, сыснасем – тытни пурне те тĕлĕнтерчĕ. «Нумай çул ял хуçалăхĕнче дояркăра тăрăшнăран пулĕ выльăхсем ĕрчетессипе хытах тимлетĕп», – сăпайлăн пĕлтерчĕ Любовь Васильевна. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенешкел Л.Александрован хĕрĕ те – Надежда Алексеевна Яковлева – питĕ ĕçчен, çивĕч. Вăл мăшăрĕпе пĕрле мăйракаллă шултра выльăх 18 пуç тытать. Çав шутра 10-шĕ – ĕнесем. Вĕсене сĕт сумалли аппаратсемпе сăваççĕ. Килти хушма хуçалăхсене аталантарма Яковлевсене «Россельхозбанкăн» Вăрнарти филиалĕ çăмăллăхлă кредитпа тивĕçтернĕ.
Патшалăх ĕçлекенсене пулăшать
Уйкас Кипек ялĕнчи маттур, ÿркевсĕр çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн хăнасем вырăнти культура çуртне пухăнчĕç. Кунта Уйкас Кипек ял тăрăхĕнчи çынсем те йышлăн килчĕç.
Пухăва район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ С.Павлов уçрĕ, Вăрнар енче хресчен (фермер), килти хушма хуçалăхсем мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Уйкас Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Илларионова сăмах илнĕ май хушма хуçалăхсене тытакансен 24 проценчĕ çăмăллăхлă кредит илнине пĕлтерчĕ, ял çыннисене çĕр пайĕсене уйăрассипе хастартарах тимлеме ыйтрĕ.
«Агро-инновацисем» унитарлă предприятийĕн ертÿçи Николай Васильев 2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе йышăннă федераци программипе килĕшÿллĕн килти хушма хуçалăхсене, хресчен хуçалăхĕсене аталантарас тесен патшалăх пулăшăвне епле тивĕçмелли майсем çинче чарăнса тăчĕ. Ял çыннине туса илнĕ продукцие вырнаçтарма çăмăл мар. Кĕркуннепе çуркунне ав пахча сухаласси кăткăс лару-тăрăва кĕртсе ÿкерет. Çавăнпа Н.Васильев та ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем йĕркелессипе хытах тăрăшма ыйтрĕ, Тюмень облаçĕн тата ют çĕршывсен опычĕпе паллаштарчĕ. «Словакире, Венгрире хăйне хисеплекен çын çĕр хуçи пулма, хăйĕн хуçалăхне аталантарма тăрăшать. Лайăх пурăнас, çемье бюджетне пуянлатас тесен пирĕн те пуçаруллă пулмалли пирки яланах асра тытмалла», – терĕ Н.Васильев.
«Агро-инновацисем» предприяти ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансене тĕрлĕ ыйтусене татса пама пулăшать. Вăрнарта унăн центрĕ пур. Унта райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп инженерĕ В.Никифоров тăрăшать. Залра пухăннисене предприятин сайтĕнче продукци сутас, туянас тĕлĕшпе пĕлтерÿсем вырнаçтарма май пурри кăсăклантарчĕ. Директор «Агро-инновацисен» сайчĕпе Элĕк районĕнчи Исаевпа Журавлев фермерсем анлă усă курнине пĕлтерчĕ.
Калас пулать, аграри тытăмĕнчи хуçалăхсенче тимлемесен те çăмăллăхлă кредитсем уйăраççĕ. Ал ĕç промыслисене, ялти суту-илĕве аталантарассипе вăй хуракансене тата ытти ĕçре ялăн социаллă пурнăçĕпе экономикине тĕреклетессипе тăрăшакансене патшалăх кивçен укçа парса пулăшать.
Раççей Ял хуçалăх банкĕн Вăрнарти филиалĕ ял çыннисемпе тачă çыхăну тытать. Çак вăхăта 850 çын 95 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ. Филиалăн управляющийĕ И.Кошкина каланă тăрăх, Калинино, Кĕçĕн Кипек ял, Вăрнар хула тăрăхĕсенче пурăнакансем уйрăмах хастар. Шел пулин те, Вăрнар районĕнчи хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисем пуçарулăх кăтартмаççĕ. Акă 25 фермер хуçалăхĕнчен 5-шĕ кăна отчетсем тăратаççĕ имĕш. Ирина Николаевна вăрнарсене Элĕк енчи фермерсенчен тĕслĕх илме сĕнчĕ. «Кредит ресурсĕсемпе усă курас ĕçре çĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна салука хума май пур, – терĕ Ирина Кошкина. – Анчах та çакна темшĕн-çке фермерсем шута илесшĕн мар».
Пухура «Агро-инновацисем» предприятин пай пуçлăхĕ Ю.Тимофеев, «Ветеринари медицини» тулли мар яваплă обществăн ертÿçи А.Воронцов, ăратлăх енĕпе тимлекен «Чувашское» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ В.Антонов тухса калаçрĕç. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ Н.Тихонов ял тăрăхĕсенчи хуçасăр йытăсене тытассипе хытах тимлеме ыйтрĕ.
Ĕçчен, пултаруллă çынсемшĕн «Агро-инновацисем» предприятире вăй хуракансем хаваспах тăрăшаççĕ. Вĕсем «Луч» хуçалăх тилхепине тытса пыракан В.Ижелеева сысна фермине реконструкцилес тĕлĕшпе инвестици проектне хатĕрлеме пулăшнă. Вячеслав Николаевича çак проекта савăнăçлă лару-тăрура Н.Васильев директор парса чысларĕ. Кредитпа «Россельхозбанкăн» Вăрнарти филиалĕ тивĕçтерĕ.