Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАЛĂХПА ПĔРЛЕ

02 апреля 2008 г.

Наци проекчĕсене ăнăçлă пурнăçа кĕртнĕ çĕрте вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тÿпи пысăк. Юлашки çулсенче Кульцав ял тăрăхĕнче халăхăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас енĕпе сулмаклă утăмсем тума пуçларĕç.

Кульцав ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валентина Кирилловна Бурмистрова хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки ыйтсан çапла хуравларĕ:

– Ĕç кунĕн çирĕп йĕрки манăн тахçанах пăсăлнă, нихçан та вăхăт çитмест. Вăхăт вăл – укçа тесе калани тĕрĕсех те пуль. Кам унпа пĕлсе усă курать, çавă пурлăхлă пулать.

Хăй тытăмлăх органĕн пуçлăхĕ çинчен ял-йыш хисеплесе калани аса килчĕ.

– Валентина Кирилловна – тÿсĕмлĕ çын. Ырă та тараватлăскер, ĕçне-хĕлне ăнтарса, сыпăнтарса пыма пĕлет. Шăпах çав вырăнта ĕçлемелли ертÿçĕ вăл, – çапла хакларĕ Вениамин Иванович Ильин ĕç ветеранĕ.

Вырăнти хăй тытăмлăх органне ертсе пырасси – тертлĕ ĕç. Унăн тилхепине кăрăс тытса пыма, пысăк йыша пурнăç пусмин çÿллĕрех картлашки çине улăхтарма Валентина Кирилловнăн ăсталăх та, чăтăмлăх та, хăват та, ăс-тăн та çителĕклех. Çавăнпа йывăр лару-тăрура та çухалса каймасть вăл. Ахальтен мар ăна Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешÿсен Канашĕн йышăнăвĕпе халăхăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2006 çулхи кăтартăвĕсем тăрăх, «Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсенчен чи лайăххи» тесе палăртнă. Кунсăр пуçне ăна иртнĕ çулхи кăтартусемпе Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Хисеп грамоти парса чыс тунă.

Валентина Кирилловна Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн çичĕ çул ытла Кивĕ Мĕлĕшри ял администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Çав çулсенче вăл ялсене тирпей-илем кĕртес, çулсене юсас, асфальт сарса çирĕплетес, çутçанталăк газĕ кĕртес, пурăнмалли тата обществăлла çурт-йĕр çĕклес енĕпе пысăк пуçарулăх кăтартнă. Çĕнĕ вырăнта та хăйĕн тивĕçне тÿрре кăларса пырать вăл.

Шутлăр-ха хăвăрах: ял халăхĕн мĕнле кăна ыйтăвне татса пама тивмест пулĕ унăн – çĕр ыйтăвĕнчен пуçласа çемьери хутшăнусем таранах. Çынсен нуши-асапĕ Валентина Кирилловнăн хулпуççийĕсем çине йывăррăн тиеннĕрен, ăна ытларах ялсен шăпи, вĕсен сăн-сăпачĕ, тăван тавралăх илемĕ, çынсен тăнăç пурнăçĕ, йăли, сывлăхĕ, культури шута ярать, канăçсăрлантарать. Халăхăн мĕнпур ыйтăвĕ ун чĕри витĕр сăрхăнса тухать тейĕн: пĕри тепринчен йывăртарах, кăткăсрах.

Хуçалăх ыйтăвĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕн пуçлăхне ытти ыйтусем те канăç памаççĕ. Ку тăрăхра пурĕ 515 хуçалăх шутланать, вĕсенче 1074 çын пурăнать. Ял поселенийĕн территорийĕнче пĕр шкул, клубпа библиотека тата фельдшерпа акушер пункчĕ икшер вырнаçнă. Кунсăр пуçне почта уйрăмĕ те пур. В.Бурмистрова кашни организаципе коллектив хăйсен умĕнчи тивĕçне тÿрре кăларса пыччăр тесе нумай вăй хурать, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе куллен кăсăкланать. Çавна май ачасене вĕрентес ĕç те, халăха суту-илÿ таварĕсемпе тивĕçтересси те, çынсен сывлăхне сиплесси те, канăвне усăллă ирттересси те лайăхлансах пырать.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче нумай çул чун-чĕререн тăрăшса ĕçленĕрен, ял халăхĕ хăйĕн пуçлăхне ялан ырăпа асăнать, мухтать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика