15 июля 2017 г.
Куçман пурлăх правине паян кирек хăш нумай функциллĕ центрта та çирĕплетме пулать. Çакăн валли кирлĕ документсен пакетне тăратмалла тата хатĕррисене вăхăтра илсе каймалла çеç.
Анчах та хăшпĕр çынсем регистрациленĕ хутсем пирки «манаççĕ». «Нумай чухне çынсем канма кайнипе, больницăна лекнипе е урăх сăлтавпа палăртнă кунра МФЦна каймаççĕ, хатĕр документсене илмеççĕ. Анчах та асăрхаттарас килет – вĕсем МФЦра хуçисене нумай кĕтсе выртмаççĕ. Вăхăтра илсе каймасан, кайран самаях чупма тивĕ», – пĕлтерет Росреестрăн Чăваш енри управленийĕн ЕГРН ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Надежда Яковлева.
МФЦра хатĕр документсене 3 уйăх çеç тытаççĕ. Ун хыççăн вĕсене Управленин территорири пайĕсене параççĕ. Çавăнпа та вĕсене пĕр кунтах илесси пулмĕ. «Документсене архива панă пулсан, заявлени çырмалла. Çапла вĕсене темиçе кун иртнĕ хыççăн кăна алла илме пулать», – тет Надежда Владимировна.
Çавăнпа та Росреестрта хатĕр документсене илсе каяссине тăсса яма ыйтмаççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.