Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирпуçсем ял уявне хатĕрленеççĕ

05 июля 2017 г.

Сыхланса юлнă авалхи документсенче Хирпуç ялĕ 1517 çулта çырăннине тупса палăртнă (кун çинчен «Вăрнар район энциклопедийĕ» пĕлтерет. 1 том, 276 стр.) Яла пуçарса яракансем Санар юханшывĕн сулахай çыранĕнчи сăртра вырнаçнă. Каярахпа, шурлăхлă вырăнсем типнĕçемĕн, Санарăн сылтăм çыранĕ тăрăх çуртсем лартма пуçланă, сăртран чи юлашкинчен куçса параканĕ Сăртри Тимахви пулнă.

Хирпуçсем вăрман касса уйсене аслăлатнă. Çапла майпа ялăн хĕвеланăç енче Çутуй текен пысăк паха çĕр лаптăкĕ йĕркеленнĕ. Вăл вăхăтра таврари  вăрмансенче упасем те пулнă, çынсем сунара çÿренĕ. «Ман кукамайăн ашшĕ Çĕрпелпе Хирпуç хушшинчи вăрманта упа тытнă», – тесе çырнăччĕ хăйĕн пĕчĕк сочиненийĕнче Алексей Михайлов вĕренекен. Акă тепĕр тĕслĕх. Валерьян Аникин каласа панинчен: «Эп çамрăк чухне Чăрăшлăвар пĕвине экскаваторпа тасатрĕç. Пăлан мăйраки, çĕрмен чăрăшсем тухрĕç унтан». Халĕ пĕвене Экскаватор пĕви теççĕ.

Хирпуç ялĕ ĕлĕк хут çине Хирпоси-Тойси тесе çырăннă. Хирпуç-туçасем Çĕрпÿ таврашĕнчен Кĕçĕн Çавал тăрăх килсе çитнине палăртакан тепĕр вырăн пур – Атам çырми. Николай Ашмарин словарĕнче çырнă тăрăх, Атам çырми текен вырăн Хирпуç ялĕнче тата Çĕрпÿ уесĕнчи Чурачăк ялĕ çывăхĕнче пур (1–2 том, 473 стр.).

Хирпуç Туçа вăйлă аталанса пынă, халăх йышлă пулнă. Çĕрсем хĕсĕкленнине пула тепĕр икçĕр çултан Çĕнĕ Хирпуç ялĕ никĕсленнĕ (хальхи Çĕн Хирпуç). Утар, Уравăш ялĕсем те иртнĕ ĕмĕрсенче таврара Хирпуç Туçа урлă палăрса тăнă. Çав ялсене пĕрлештерсе тăракан вулăсĕ те Хирпоси-Тойсинская, каярахпа Тойсинская ятлă пулнă.

Çĕн Хирпуç ялĕ пысăклансан Хирпуç ялне Кив Хирпуç теме пуçланă. Кив Хирпуçпе Çĕн Хирпуç çыннисен пĕр масар пулнă, ватăсен ирĕкĕпе çĕн-хирпуçсем чылайăшне халĕ те Хирпуç масарне пытараççĕ.

Кив Хирпуç, Çĕн Хирпуç, Утар, Уравăш ялĕсенчи чăвашсен калаçăвне тĕпчесе П.И. Орлов статья çырнă, вăл ку ялсенчи чăвашсен калаçу чĕлхи хутăш диалект ушкăнне кĕрет тесе çирĕплетсе панă. Хĕрарăмсен авалхи чăваш тумĕпе те хирпуçсем тури чăвашсенчен уйрăлса тăраççĕ: кĕписемпе саппунĕсем пĕрмечеллĕ аркăллă. Вирьял хĕрарăмĕсем çăпата сырнă чухне ура тунисене хура çăм тăлапа чĕркенĕ, Хирпуç чăвашĕсем çăм нуски тăхăнса сырнă.

Хирпуç ялĕн аваллăхĕ таврари вырăнсене ят панинче те сыхланса юлнă: Шуйтанвар, Атам çырми, Киремет  çырми, Чăрăшлăвар, Хусаншур. Шахта текен топоним Хирпуç çĕрĕ çинче иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче фосфорит кăларни çинчен аса илтерекен историлле вырăн шутланать.

Вăхăт малалла шăвать, ĕмĕрсем, çулсем иртсе пыраççĕ. Самана, пурнăç улшăнать. Паянхи хирпуçсем çĕнĕ ĕмĕт-шухăшпа, тĕллевсемпе малалла ăнтăлаççĕ. Ял сăн-сăпачĕ те улшăнать. Хирпуç ялĕ иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче хăйĕн аталанăвĕн çÿлти шайне çитнĕ тесе çирĕплетме  пулать.

Хирпуç ялĕ пысăк. Халăх йышĕпе 2010 çулхи перепиç тăрăх хирпуçсем районти 100 ял хушшинче  12-мĕш вырăн йышăннă.  

Кăçал Хирпуç ялĕ 500 çул тултарать. Ку уява ялта июлĕн 15-мĕшĕнче чаплăн ирттерме палăртнă. Кăмăл тăвакансене пурне те çитсе курма йыхравлатпăр.

Хирпуç ялĕн гимнĕ пур. Сăмахĕсемпе кĕввине ял çамрăкĕсем Трифон Афанасьев, Анатолий Платонов тата ыттисем те йĕркеленĕ. Гимна 50 çула яхăн каялла çырнă. Вулакансене те паллаштарасшăн.

Сана, Хирпуç, кам-ха манĕ

Хăть ăçта кайсан?

Шуйтанвар, Пăньти вăрманĕ

Асăмра ялан.

Санарне эс ытараймăн –

Хумĕ ылтăнран.

Ой, мĕн чухлĕ пулă евĕр

Ишнĕ пуль унта.

Çакăнта эпĕ çуралнă,

Ÿснĕ ачаран.

Юрату кунтах çуралнă

Çамрăк вăхăтра.

Сана, Хирпуç, кам-ха манĕ

Хăть ăçта кайсан?

Шуйтанвар, Пăньти вăрманĕ

Асăмра ялан.

Ираида ФЕОФАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика