05 июля 2017 г.
Сăнĕнче – çутă кăмăл, чунра – çу пек çемçе туйăм. Çак сăмахсене Ярмушкари ял библиотекинче ĕçлекен Н.Сорокина пирки çирĕппĕнех калама пулать. Вăл библиотекăна пыракан кашни çынна тарават йышăнать, унпа ăшшăн калаçать, кирлĕ сĕнÿ-канаш та пама пултарать.
Наталия Ивановна библиотекарь профессине суйласа илнĕшĕн пачах та ÿкĕнмест. 1994 çулта Ярмушка ял библиотекин алăкне уçнă та, унтанпа та кунтан уйрăлмасть. Опычĕ пысăк, çавăнпа та мĕн планласа хунă ĕçе тĕплĕ тата кĕске вăхăтра тума пултарать. Кĕнеке çÿлĕкĕ е сĕтел çинче тусан асăрхарĕ – çийĕнчех шăлса тасатать. Библиотекăра чечексем туллиех те, вĕсене те шăварать. Тирпейлĕхе, илеме юратать Н.Сорокина. Пурте хăй вырăнĕнче – кăмăл-туйăм та лайăх библиотекарĕн. «Ман шутпа, чи пысăк телей – чунтан парăннă, пурнăçлакан ĕç пурри», – терĕ вăл.
Наталия Сорокина шкул çулĕсенче библиотекарь пулма вуçех те ĕмĕтленмен. Анчах уроксем хыççăн, пушă вăхăтра, алла кĕнеке тытман мар. Лайăх произведенирен çурçĕрччен те уйрăлман тепĕр чух. Чăваш çыравçисен хĕлхем пек тапса тăракан хайлавĕсене питĕ килĕштернĕ. Раççей авторĕсене те юратнă. Анчах та алла аттестат илсен пĕр-пĕр культура институтне е училищине вĕренме каяс вырăнне Шупашкарти кулинари училищинче апат-çимĕç пĕçерессипе çыхăннă профессипе пĕлĕве тарăнлатма пуçланă. Дипломлă специалист пулса тăрсан столовăйне ĕçе вырнаçнă. Кăшт вăхăт иртсен, савнă тусĕ чĕннипе, çуралса ÿснĕ кĕтесе – Ярмушкана таврăннă. Телейĕ юнашарах çÿренĕ пулас, темиçе уйăхран ăна библиотекарь ĕçне сĕннĕ. Çамрăк иккĕленсе тăман, çийĕнчех килĕшнĕ. Хăйĕн професси шайне ÿстерес тĕллевпе тĕрлĕ семинарсене час-часах хутшăнать.
Наталия Сорокина ĕçленĕ вăхăтрах Çĕрпÿри культура училищин библиотека уйрăмĕнче вĕреннĕ. Халĕ те ăс-хакăла пуянлатать, библиотекăна çĕнĕ кĕнеке килсен унпа пуринчен малтан хăй паллашать. Çынна сĕниччен вуламасăр май çуккине аван ăнланать. Енчен те вулакан кĕнекере мĕн çырнине ыйтрĕ пулсан, тулли хурав пама та пĕлмелле-çке. Вулакансем вара библиотекăран уйрăлмаççĕ. Чăн та, çу кунĕсенче ĕç нумай пулнăран йыш кăштах чакать, анчах та кĕске вăхăтлăха çеç. Кĕркуннепе кĕнеке тусĕсене каллех тупать. Пилĕк ялтан килсе çÿреççĕ библиотекăна. Пĕрисем çĕнĕ хаçат-журналпа паллашаççĕ, теприсем киле пĕр-пĕр литература вулама илсе каяççĕ. Библиотекарь каланă тăрăх, хăшпĕр кĕнекесем алăран-алла куçаççĕ. Акă Ангелина Павловская çырнă «Вĕрене шывĕ те пылак» произведение аслă çулсенчисем кăна мар, çамрăксем те юратса вулаççĕ. Паянхи куна илсен 15-рен пуçласа 24 çула çитичченхи вулакансем 85-ĕн.
«Тăван Атăл» журналпа кăсăкланакансем те пур, мĕншĕн тесен унта чăваш авторĕсен çĕнĕ хайлавĕсем пичетленеççĕ. Хальхи вăхăтра библиотекăна тăхăр хаçатпа пилĕк журнал килсе тăрать. Вулакансем ытларах килти хушма хуçалăхпа, сывлăхпа çыхăннă изданисене килĕштереççĕ. Ял çыннисем килеççĕ, хăйсен юратнă кăларăмĕсемпе туллин паллашаççĕ. Вĕсемпе библиотекарь пĕр-пĕр паллă уявпа çыхăнтарса мероприятисем те ирттерет.
Вырсарникунсăр пуçне кашни кун библиотека алăкĕ уçă. Фондра ултă пин ытла кĕнеке.
Юрий КОРНИЛОВ.