05 июля 2017 г.
Республикăра мушенниксенчен шар курнă тĕслĕхсем ÿссех пыраççĕ.
Етĕрнери 71-ри кинемей çурт сутасси çинчен Интернет сайтĕнче пĕлтерÿ вырнаçтарнă. Кĕçех ун патне пĕр хĕрарăм шăнкăравланă, пÿрте туянма тата банк картти çине 50 пин тенкĕ маларах куçарса пама хатĕрри çинчен пĕлтернĕ. Калаçу вăхăтĕнче кинемей мăшăрĕн картта номерне каланă.
Хĕрарăм ыйтнипе банкомата кайса вăл каласа пынă кнопкăсене пуснă, анчах укçана кĕтсе илеймен. Баланса тĕрĕсленĕ те 9 пин тенкĕ çухалнине асăрханă. Пÿрт туянас текен хĕрарăмăн телефонĕ те сÿннĕ. Полицейскисем мушенник Чăваш ен тулашĕнче пурăннине палăртнă.
Шупашкарти 62-ри хĕрарăм та хваттере ярас пирки пĕлтерĕве Интернета вырнаçтарнă. Кĕçех ун пÿлĕмне кĕрсе пурăнас текен те тупăннă. Малтанхи тÿлеве хывассине ĕнентерсе вăл хĕрарăма пĕр-пĕр супермаркетри банкомата пыма ÿкĕтленĕ, банк учрежденийĕнчи терминал урлă укçа хăвăрт куçмасть тесе суйнă.
Суя арендатор инструкцине пурнăçланă май, хĕрарăм счет çинчи 113 пин те 200 тенкисĕр тăрса юлнă.
Кунашкал тĕслĕхсене лекесрен асăрхаттарса полици ĕçченĕсем çав тери тимлĕ пулма ыйтаççĕ. Пĕли-пĕлми çынна нихăçан та ан ĕненĕр, хăвăрăн даннăйсене никама та ан пĕлтерĕр.
Светлана ЧИКМЯКОВА.