05 июля 2017 г.
Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çул пуçламăшне республикăра 14–30 çулсенчи çамрăксен йышĕ 236 пинпе танлашнă. Хĕрсемпе каччăсен ытларах пайĕ – 161 пин çын (68 :) – хулара пурăнать. Ыттисем – ялта.
2016–2017 вĕренÿ çулĕнче 17 аслă шкулта 36 пин ытла студент пĕлÿ илнĕ. 27 пин çамрăк професси паракан 37 вĕренÿ организацийĕнче пĕлĕве тарăнлатнă.
2016 çулта 7 пин çамрăк ялтан куçса хула çыннисем пулса тăнă.
Пĕлтĕр 4067 каччă, 4640 хĕр 30 çулччен мăшăрланăва кĕнĕ.
2014 çулта ирттернĕ комплекслă сăнав тăрăх, 15–19 çулсенчи çамрăксен 92 проценчĕ, 20–24 çулхисен 79 проценчĕ тата 25–29 çулхисен 60 проценчĕ чĕлĕм вуçех туртмаççĕ.
15–19 çулсенчи çамрăксен 90 проценчĕ, 20–24 çулхисен 48 проценчĕ тата 25–29 çулхисен 31 проценчĕ эрех-сăрапа иртĕхмеççĕ.
Пĕлтĕр çамрăксен 90 проценчĕ экономика ĕçĕ-хĕлĕнче тăрăшнă.