Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр: сăвăссем

05 июля 2017 г.

Пирĕн тăрăхра пăчă климатлă çĕршывсенче анлă сарăлнă сăвăссем  – иксодсем (иксодовые) – тĕл пулаççĕ. Тĕрĕссипе, çак мурсем тĕнчипех куçса çÿреççĕ.

Иксод текен сăвăссем питĕ чăтăмлă. Хĕле те парăнмаççĕ, вĕсем пурăнакан вырăна шыв илсен те çавăнта 12 кун ним мар пурăнаяççĕ. Тĕлĕнмелле, ку йышри ама выçăлла та 7 çул таран вилмест. Çитменнине вăл 5 пин таран çăмарта хурать.

Çуркунне пуçлансанах ÿссе çитĕннĕ сăвăссем апат шырама тухаççĕ. Çак тапхăрта вĕсем курăксен, тĕмсен, йывăçсен тунисем çине хăпараççĕ. Вĕсем тĕрлĕ шăрша, температурăна, çĕр хумханăвне сисĕмлĕ. «Тăрантаракан» (çын е выльăх) килнине туйсанах ун çине куçаççĕ. Ÿте шăтарса кĕрсе юн ĕмме пуçлаççĕ.

Палăртмалла, сăвăссем пур çĕрте те тĕл пулмаççĕ. Вĕсем ытларах нÿрĕк  вырăнсене кăмăллаççĕ. Вĕсенчен сыхланма халĕ аптекăра тĕрлĕ хатĕр сутаççĕ. Выльăха сăвăссенчен сиплемешкĕн инсектицидсемпе  7–10 кунра пĕрре усă курмалла. Йытăсем тата кушаксем валли ятарлă мăйкăчсем пур.

Сăвăссем инфекциллĕ йывăр чирсене – сăвăс энцефалитне е сăвăс боррелиозне – пуçарма пултараççĕ. Хальлĕхе энцефалит ерни тĕл пулман-ха, анчах та миграци юхăмĕ пысăк пулнипе унпа чирлес хăрушлăх пур. 2016 çулта сăвăс сăхнă е кĕрсе ларнă тĕслĕхсем республикăра 1049 пулнă.

Сăвăс энцефаличĕпе чирлес мар тесен вăрманта, сад-пахчара çÿренĕ чухне тумтире тата ÿте лайăх сăнамалла. Унпа чирлес мар тесен сăвăссем пулма пултаракан вырăнсене каякансен икĕ эрне маларах обязательнăй майпа прививка тутармалла. Енчен те сăвăс энцефаличĕ ерекен территорире сăвăс кĕрсе ларнă пулсан прививка тутарманнисене серопрофилактика ирттереççĕ.

Сăвăса травматологи пунктĕнче кăларттарсан аванрах. Енчен те май çук пулсан хăвăр ăна пинцетпа е пÿрнесене марльăпа чĕркесе май пур таран çăварĕ патне çывăхрах тытмалла, хăй тĕнĕлĕ тавра çавăрса туртса кăлармалла. Сăхнă вырăна спиртпа, йодпа е одеколонпа сĕрмелле, алăсене супăньпе çумалла, хура пăнчă юлчĕ-тĕк, 5 процентлă йодпа сĕрмелле.

Кăларнă сăвăса тĕпчеме гигиенăпа эпидемиологи центрне е ытти лабораторие çитерсе памалла.

Д.АЛЕКСЕЕВА,

Чăваш енри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн энтомологĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика