01 июля 2017 г.
Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви ачасемпе тата çамрăксемпе ĕçлессипе йышăннă программăсен республикăри конкурсне пĕтĕмлетнĕ. ,çсене виçĕ категорире палăртнă.
Виççĕмĕш категорире «Вăрнар районĕн çамрăкĕсем: 2014–2020 çулсем» программа чи лайăххи пулса тăнă. Çавна май ăна пурнăçлама республика бюджечĕ тăкаксен 50 процентне саплаштарать. Авторĕ – вĕрентÿ пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Галина Виноградова.
2-мĕш категорири çĕнтерÿçĕ – Красноармейски районĕ, вĕсен программин 30 процентне субсидилĕç.
1-мĕш категорире сĕнтĕрвăррисем палăрнă. Республика бюджечĕн пулăшăвĕ – 20 процент.
Светлана ЧИКМЯКОВА.