Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хавхалану вăй-хал кÿрет

01 июля 2017 г.

Ялти хĕрарăмсем сăпайлăхĕпе, чăтăмлăхĕпе тата ĕçченлĕхĕпе палăрса тăни пуриншĕн те паллă. Ярмушкара та хастарсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Анастасия Лаврентьева. Вăл – çамрăк фермер. Пĕлтĕр патшалăхăн ятарлă программине хутшăнса грант çĕнсе илнĕ. Унпа сурăхсем туяннă тата ферма çĕклесе лартнă.

– ,çе пуçăниччен шикленÿлĕх те пурччĕ. Ара, пултараймасан намăс курасси вĕт. Хăюлăх çитертĕм, тĕрлĕ документсем хатĕрлерĕм те конкурса хутшăнтăм. Гранта тивĕçессе шутламан та. Мĕншĕн тесен кирлĕ хутсене пĕччен кăна тăратмарăм-çке. Тăрăшни сая каймарĕ, патшалăх пулăшăвне тивĕçрĕм, – терĕ А.Лаврентьева.

Вăл Хăмăшра çуралнă. Ялти шкулта, хыççăн Калининăра пĕлÿ пухнă.

– Ачаллах ĕçпе туслашнă. Эпир ялти ытти кил-йыш пекех ĕне-сурăх, кайăк-кĕшĕк йышлă усранă. Шкултан таврăнсан кил-картишĕнчи выльăх-чĕрлĕхрен уйрăлман. Хĕл кунĕсенче витери тислĕке тасатнă, апат хурса панă, çавăн пекех выльăхсене шăварнă та. Çуллахи каникул вăхăтĕнче  вара касăва час-часах кайнă. Мана çумăр та, кунĕпе хĕртсе пăхакан хĕвел те хăратман. Касура çÿреме чăннипех те килĕшетчĕ. Выльăх-чĕрлĕхе юратасси çавăн чухне чун-чĕрене вырнаçрĕ пулĕ, – калаçăва тăсрĕ ĕçчен хĕрарăм.

Тăхăр класс пĕтерсен Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ. Кунта тăватă çула яхăн пĕлĕве туптанă. Кайрантарахпа Ярмушка ял каччипе Дениспа çемье çавăрнă.

– Хăмăшри культура çуртĕнче пĕр-пĕринпе паллашрăмăр эпир. Денис салтакран килнĕччĕ ĕнтĕ. Кану каçĕнче ман пата пычĕ те ташша чĕнсе кăларчĕ. Калаçса кайрăмăр. Çавăн хыççăн тĕлпулусем татах та пулчĕç. Юрату авăрне иксĕмĕр те хăвăртах çаклантăмăр. Икĕ çул калаçса çÿрерĕмĕр. Савнă çын хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтсан хирĕçлеме пултараймарăм. Ялтах юлнăшăн ÿкĕнместĕп халĕ, мĕншĕн тесен Ярмушкара пурăнма кĕтесĕ те илемлĕ, çавăн пекех сывлăшĕ те таса, – пĕлтерчĕ Анастасия Лаврентьева.

Мăшăрĕ ăна ялан хавхалантарса  тăрать, йывăрлăхсем умĕнче пуçа усма памасть. Денис та, хăйĕн пекех, пур выльх-чĕрлĕхе те юратать. Иккĕшĕ те ĕçе васкамасăр, тĕплĕ тума хăнăхнă. Фермер ĕç-хĕлне йĕркелесе ярасси, паллах, пĕр-пĕрне ăнланнипе çыхăннă. Малтанхи вăхăтра сурăхсен йышĕ çирĕмрен иртмен. Халĕ вара 200 пуç патне çывхарать.

– Ферма çуртне, грант илнĕ хыççăн, кĕске вăхăтра çĕклерĕмĕр. Унăн тăршшĕ – вăтăр метр ытла. Унта пилĕкçĕр пуç таран сурăх усрама пулать. Вырăн пур та лайăх ăратлă выльăхсен йышне ÿстерсех пырасшăн. Çу кунĕсенче çÿретме улăх-çаранĕ çителĕклĕ. Сурăхсене хамăрах пăхатпăр. Ку ĕçе кăштах çăмăллатас тĕллевпе электрокĕтÿç туянасшăн, – кăмăллăн калаçрĕ А.Лаврентьева.

Пĕлтĕр утă 30 тонна хатĕрленĕ. Анчах та вăл çитмен, çавăнпа туянма та тивнĕ. Çакна шута илсе ĕнтĕ кăçал выльăх апачĕ ытларах хатĕрлесшĕн. Хальлĕхе вăл е ку ĕçе мотоблокпа кăна пурнăçлаççĕ. Çывăх вăхăтра трактор туянасшăн.

Сурăхсемпе такасене сутса нухрат тăваççĕ. Туянакансем пур, хăйсемех килсе илсе каяççĕ.

– ,ç пысăк яваплăх ыйтать. Хĕлле те, çулла та канăç çук. Мана ĕçре мăшăр та, хуняма та пысăк пулăшу кÿреççĕ. Пысăк йыша пăхма пĕччен ĕлкĕрейместĕн паллах. Тăвалла пулсан та – малаллах тесе пĕр-пĕрне ăнланса вăй хуратпăр. Укçа-тенкĕ тăвасси пĕтĕмпех хамăртан килет. ,çлемесĕр вара нимĕн те пулмасть, – кăмăллăн калаçрĕ А.Лаврентьева.

Çулла сурăхсене уя илсе тухаççĕ. Лаврентьевсем, ĕçрен ÿркенменскерсем, аталану çулĕпе утасшăн. Анастасия Лаврентьева çамрăк-ха, 26-ра кăна. Çавăнпа вăй-халĕ те пур, хастарлăхĕ те пысăк.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика