01 июля 2017 г.
«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцине Кÿстÿмĕрти В.Владимировран поселокри Ленин, Комсомольски, Гагарин урамĕсенчи çулсем япăххи пирки çыру килчĕ. Кун пирки район администрацийĕ çакăн пек хурав пачĕ (кĕскетсе пичетлетпĕр):
«Çулсене, тĕпрен илсен, 70-мĕш çулсенче тунă, вĕсем çулсерен япăхланса пыраççĕ. Автомобиль çулĕсен ĕçлекен сетьне сыхласа хăварма çулсерен 1,5 километртан кая мар юсамалла. Мерăсене вăхăтра йышăнмасан çул сийĕ тата никĕсĕ çĕмĕрĕлсе пырать.
Вăрнар поселокĕнче автомобиль çулĕсем 50,3 км йышăнаççĕ, вĕсенчен 30 километрĕ – асфальтлă. Çырура пысăк хăнасем валли ятарлă маршрут суйласа илеççĕ тени чăнпа килĕшсе тăмасть.
2016 çулта поселокри çулсене юсама пĕтĕмĕшле 7198,269 пин тенкĕ янă, вĕсемпе тĕллевлĕ усă курса Советски, Ленин, Первомайски, К.Маркс, Ж.Илюкин урамĕсен лаптăкĕсене çирĕплетнĕ. Кăçала Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн бюджетĕнче çулсене тытса тăма, юсама тата çĕнĕрен тума 7037,286 пин тенкĕ пăхнă. Хальхи вăхăтра Ленин, А.Иванов, Ашмаров урамĕсенчи çулсене юсама проектпа смета документацине хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех çулсене хĕллехи вăхăтра тытса тăрассинчен перекетленсе юлнă укçапа Ленин урамне юсама яма пăхнă.
Вăрнар районĕнчи пек япăх çулсем урăх ниçта та çук тени те тĕрĕс мар. Пĕлтĕр районта çулсем тăвассипе пысăк ĕç пурнăçланă. Республика пĕлтерĕшлĕ çулсене 217751,917 пин тенкĕлĕх, çул-йĕр фончĕн укçи-тенкипе вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене 17573,879 пин тенкĕлĕх юсанă, тата ытти те».