Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисем паллă

28 июня 2017 г.

Районти тĕп библиотека Республика кунне халалласа Вăрнар ен тăрăхĕнчи профессионал мар сăвăçсем хушшинче «Чăваш ен – манăн юратнă кĕтес» ятпа сăвăсен конкурсне ирттерчĕ. Унта 14 автор хутшăнчĕ. Кашниех тăван тăрăхпа, районпа тата республикăпа çыхăнтарса сăвăсем çырнă.  Çыраканĕсем – тĕрлĕ професси çыннисем, пенсионерсем те пур.

Çак кунсенче районти паллă çыравçăсем – Михаил Васильевпа Вениамин Сорокин – конкурса килнĕ ĕçсене тĕплĕн тишкерсе тухрĕç. Вĕсем  авторсем сăвăсене чун хавхаланăвĕпе, тăрăшса çырнине палăртрĕç. Шăхаль ялĕнчи Валентина Кошкина сăввисене уйрăмах пысăк хак пачĕç. Çапла вара вăл пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ.

Йăлтăмри Светлана Никитина иккĕмĕш, Кĕçĕн Кипекри Иван Антонов виççĕмĕш пулчĕç.

Калининăри Людмила Федорова, Ярмушкари Валентина Маркова, Упнерти Кристина Евграфова çырнă сăвăсем те лайăхисен шутне кĕчĕç.

Ĕнер çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика