28 июня 2017 г.
Кирпĕчрен купаланă çурт умĕнчи сак çинче ватăсем калаçса лараççĕ, тĕрлĕ сăмах-юмах çаптараççĕ вĕсем.
– Вăт пурнăç пулса кайрĕ, çамрăксем шкул пĕтерсенех хуланалла талпăнаççĕ халь. Яла юлас шутлисем вара сахал, – терĕ кинемей.
– Тĕрĕсех калатăн, каччисем курăнкалаççĕ-ха, анчах хĕрсене хунарпа шырасан та тупаймастăн, – килĕшрĕ юнашар лараканни, çитмĕле çывхараканскер.
Вĕсен калаçăвĕ мана чăннипех те тарăн шухăша ячĕ. Пытармалли çук, хальхи вăхăтра ялсенче çамрăксене кăнтăрла сайраран çеç куратăн. Шкул ачисем çеç ытларах урамра çÿреççĕ. Вĕсем те вĕренсе тухсан хуланалла çул тытаççĕ. Юрать-ха, кайччĕр, пĕр-пĕр специальноç алла илччĕр, анчах чылайăшĕн дипломлă пулса тăрсан та çуралса ÿснĕ кĕтесе таврăнма кăмăлĕ çук. Çавăнпах хулара тĕпленеççĕ, пурнăçне унта малалла тăсаççĕ. Çамрăксен ялта мĕншĕн пурăнас килмест; Лайăх пĕлекен яш çапла каларĕ: «Ялта пурăнма хирĕç мар. Шел пулин те, халь юратнă профессипе ĕç тупаймастăп эпĕ. Ĕç çуккипе вара эрех-сăра авăрне путасран хăратăп». Килĕшмелле, ялсенче халĕ яшсемпе хĕрсене хăйсен çутă ĕмĕчĕсене пурнăçлама майсем питех те сахал. Ĕç вырăнĕ тупăнчĕ тейĕпĕр, анчах шалу пĕчĕк. Укçа-тенкĕ сахал пулсан пурнăçа сыпăнтарса пыма та йывăр.
Калинино тăрăхĕнчи пĕр çамрăк вара ял пурнăçне лайăх хак пачĕ: «Яшсемпе хĕрсен яла юлмалла. Тăрăшсан ĕçне те хамăр тăрăхрах тупма пулать. Халĕ ялта та пурăнма условисем çителĕклĕ: çутçанталăк газĕ çунать, хытарнă çул пур. Тĕллев лартсан пĕр-пĕр ĕç йĕркелесе яма пулать».
Çамрăксен хăйсем çуралса ÿснĕ кĕтесре юлманнин сăлтавĕ тĕрлĕрен: пысăк укçа ĕçлесе илейместĕн, аталанмалли майсем сахал. Ялсенче халĕ ытларах ватăсем. Вĕсем çут тĕнчерен уйрăлса каяççĕ – кил-çурт та пушанать. Çапла вара ялта пурăнакансен йышĕ те пĕчĕкленет. Унăн çутă пуласлăхĕ йăлтах паянхи яшсемпе хĕрсен аллинче. Чи кирли – эрех-сăрапа туслашмалла мар. Черкке хыççăн черкке – ĕçкĕ енне туртăнса та кайрĕ çамрăк. Эрех авăрĕнчен хăтăлма, кирек епле пулсан та, çăмăл мар. Çакна пурнăç çулĕ çине тин кăна тăнăскерсен ялан асра тытасчĕ.
Юрий КОРНИЛОВ.