28 июня 2017 г.
Шĕнер Ишек ял поселенийĕнче пурăнакансем тăван çĕре хытă юратаççĕ. Вăрçă вут-çулăмне, выçлăха тÿснĕ ăру уйрăмах пысăк хисепе тивĕç. Поселенири кашни çемье, кашни çын çинчен ăшă сăмах калама пулать. Паянхи калаçу вара Г.Е.Васильев пирки.
Вăл пĕчĕкрен колхозра вăй хунă. Кирек мĕнле ĕçе те таса чунпа пурнăçланă. Пулăшу ыйтакана тĕксе яман. Унăн ырă ĕçĕсенчен пĕри – Шĕнер Ишек заказникĕнче çăлкуçа пура лартса йĕркелени. Сиплĕ шыва ăсса ил те – тавралăх илемĕпе килен, ывăнни те иртсе каять.
Мăн Çавал хыçĕнче – çырмасем, туллă вырăнсем, кунта кĕтÿ кĕтеççĕ, çынсем çырла пуçтараççĕ. Унта та çăлкуç тапать, ăна та Г.Е.Васильев хăтлăх кĕртнĕ. Шел, хăй темиçе çул каялла пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Çăлкуçĕсем вара паян кун та çынсене сиплĕх параççĕ.
Шĕнер Ишек шкулĕнче вĕренекенсем – В.А.Войнов ертсе пынипе – нумаях пулмасть Г.Е.Васильев йĕркеленĕ çăлкуçсене, çулсем иртнĕçем йывăçсем айне путнăскерсене, тасатрĕç. Çăлкуçсем çĕнĕ вăйпа тапма пуçлани вĕсене те, ашшĕ-амăшĕсене те савăнтарчĕ.
Ку илемлĕ вырăнсенче Р.С.Кузьмина тата А.Г.Ефремова учительсем час-часах экскурсисем ирттереççĕ. В.Г.Гурьев хĕлле ачасене унта йĕлтĕрпе илсе тухать.
Татьяна СКВОРЦОВА, шкул директорĕ.